Кенигсберга çити _ çуран

АСЛĂ ÇĔНТЕРỸ 80 çул тултарнă май, вăрçа хутшăннă кашни çыннах аса илме тăрăшатпăр. Акă Пулмантăш ялĕнче çуралса ỹснĕ Илья Алексеевич Ильичев 7 çул хушши салтакра пулнă.
1926-çулхи августăн 2-мĕшĕнче çуралнăскере, Ильяна, 1943-çулта фронта илнĕ. Вăрнарта çар ĕçне вĕрентнĕ хыççăн хĕç-пăшал тыттарнă. 50-мĕш Арми йышĕнче чăваш каччи Атăл хĕрринчен пуçласа Кенигсберга çити çитнĕ. Кенигсберга штурмланă чух паттăрлăх кăтартнăшăн 887-мĕш артиллери полкĕнчи Иван Ильичев сержанта СССР Верховнăй Главнокомандующийĕ И.В.Сталин Тав çырăвĕпе чысланă.
Вăрçă хыççăн Илья Ильичев фашистсен аллинчен туртса илнĕ хуласене çĕнетме, пурнăçа лайăхлатма хутшăннă. Илья Алексеевич ватăлса çĕре кĕричченех вăрçă çулĕсене чунтан хумханса аса илетчĕ.
Е.ЖОЛОБОВА.