Майăн 8-мĕшĕнче _ велочупу
МАЙĂН 8-мĕшĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕнче Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине халалласа тата вăрçă вăхăтĕнче Муллиная паççулкки çывăхĕнче сарăмсăр вилнĕ çар летчикне Павел Прусаков штурмана асăнса велочупу ирттереççĕ.
Велочупу «Шăмăршă _ Ирçе Тĕкки _ Баскак _ Муллиная _ Баскак _ Ирçе Тĕкки _ Шăмăршă» маршрутпа иртет. Спортсменсем Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕнче ирпе 9 сехетре старт илеççĕ. Велосипед спортне юратакан çирĕп сывлăхлă кашни çыннах велочупăва чĕнетпĕр.
П.МАКАРОВ, «Туслăх» спорт шкулĕн директорĕ.