Мухтанатпăр эпир сирĕнпе!

Мухтанатпăр эпир сирĕнпе!

ЫРĂ йăлана малалла тăсса, апрелĕн юлашки кунĕнче Шăмăршăра ĕç паттăрĕсене халăх умĕнче чысларĕç. Округ центрĕнчи çĕнетсе илемлетнĕ лапама тĕрлĕ професси çыннисем _ ĕç коллективĕсем «чи тивĕçлĕ» тесе йышăннисем _ пуçтарăнчĕç.

Вун улттăн вĕсем _ округри Хисеп хăмине кĕме халăх шанăçне çĕнсе илнисем. Çак хастар йышра эпир Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тулли мар вăтам шкул директорне Татьяна Воробьевăна, Шăмăршăри Александр Егоров фермера, Васанти Г.Н.Ларшников-Пэхет ячĕллĕ краеведени музейĕн заведующине Ираида Ефимовăна, Шăмăршăри пушар чаçĕн водительне Петр Краснова, Шăмăршă вăтам шкулĕнчи социаллă педагога Галина Кудрявцевăна, Карапай Шăмăршăри психоневрологи интерначĕн лаборантне Надежда Ларионовăна, Шăмăршăри коопторг буфетчицине Татьяна Ларьковăна, Улмаллă ялĕн старостине Виктор Матвеева, О.Хлюкин фермер хуçалăхĕнчи пăру пăхакана Регина Медведевăна, Шăмăршă тĕп больницинчи медицина сестрисене Ирина Моисеевăпа Тамара Стефиновăна, Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕн преподавательне Зоя Морозовăна, Пуянкасси ял территори уйрăмĕн пуçлăхне Сергей Петрова, Палтиел вăтам шкулĕн воспитательницине Люция Рахматулло- вăна, Асанкасси ялĕн хисеплĕ çыннине, ятарлă çар операцине хутшăннă Геннадий Укина тата Шăмăршă ялĕнчи ĕç ветеранне, вăрçă ачине Юрий Фролова куратпăр. Çак çынсенчен нумайăшĕ пирки эпир «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра мухтаса çырнă, вĕсен ĕç опычĕпе ыттисене паллаштарма тăрăшнă.

Савăнăçлă церемони Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тата Шăмăршă округĕн Гимнĕсем янăранипе пуçланчĕ. Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин тата округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Ермолаев малтан 2024-çулта Хисеп хăмине кĕме тивĕçнисене халăх умĕнче тав сăмахĕ каларĕç, çирĕп сывлăх, ĕçре тата пурнăçра ăнăçу сунчĕç.

Кăçалхи ĕç паттăрĕсене чысланă май округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин: «Сирĕн умăрта çĕре çити тайăлса пуçăмăра таятпăр. Мухтанатпăр эпир сирĕнпе!» _ тени, ман шутпа, пурне те хумхантарчĕ.

Сергей Авенирович _ Хисеп хăмине кĕме тивĕçнисем округ аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăннине, хăйсене шанса панă ĕçе чун ăшшипе тата совесть хушнă пек туса пынине, Юрий Федорович ĕç паттăрĕсенчен кашнийĕ округ патриочĕ пулнине, вĕсенчен çамрăк ăру ырă тĕслĕх илнине палăртрĕç.

ШĂМĂРШĂРИ тĕп лапампа утса иртекенсем, пирĕн округа килекен хăнасем Хисеп хăми çинчи сăн ỹкерчĕксене курса савăнĕç, çак çынсем пирĕн пурнăçа тата та илемлĕрех тăвассишĕн тăрăшнине туйса вĕсене чĕререн тав тăвĕç.

Ив.САЛАНДАЕВ.



07 мая 2025
11:41
Поделиться