Çĕнĕ сезона халех хатĕрленмелле

АПРЕЛĔН 21-мĕшĕнче Шăмăршă муниципалитет округ территорийĕнче 2024-2025-çулхи хутмалли сезон вĕçленнĕ. Сезон вăхăтĕнче çуртсене ăшă парса тăнă çĕрте авариллĕ лару-тăру пулман.

Округра 2025-2026-çулхи хутмалли сезона хатĕрленес ĕç пуçланнă. Çак тапхăрта юрăхсăра тухнă 50 метр ăшă пыракан сече, 100 метр водопровод сетьне çĕннипе улăштармалла, Шăмăршăри Культура керменĕн котельнăйĕнчи 1 хурана тĕпрен юсамалла.

Хатĕрленỹ ĕçне кăçалхи сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Нумай хваттерлĕ çуртсене хутса ăшăтма ирĕк паракан паспорта вара 2025-çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕччен илме тăрăшмалла.



07 мая 2025
11:50
Поделиться