Округра миçе трактор?
ГОСТЕХНАДЗОРĂН Шăмăршăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, округ территорийĕнче 597 _ трактор, 36 _ комбайн, 118 прицеп шутланать. Çакă та интереслĕ: округра 137 лаша усраççĕ. 2024-çулпа танлаштарсан, ĕç выльăхĕн йышĕ 15 процент ỹснĕ. Лаша усракансем Палтиел, Пăчăрлă Пашьел, Пуянкасси тата Шăмăршă ял территори уйрăмĕсенче ытларах.