Паттăр пулнă мăн асаттемĕр

Паттăр пулнă мăн асаттемĕр

Манăн мăн асаттем те Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăнса Çĕнтерĕве çывхартнă. Вăл _ Михаил Малеев. Чаплă уяв умĕн ун çинчен каласа парассине чи пысăк тивĕçĕм вырăнне хуратăп.

...Михаил Егорович Малеев 1923-çулта Кивĕ Чукал ялĕнче кун çути курнă.

1942-çулхи май уйăхĕнче вăл çĕр-шыва хỹтĕлеме фронта тухса кайнă. М.Малеев тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă, разведчик пулнă. 1943-çулхи январĕн 20-мĕшĕнче Малеевсен взвочĕ алă вĕççĕн çапăçса (рукопашная схватка) 6 гитлеровеца вĕлернĕ, темиçе фашиста тыткăна илнĕ, тиевлĕ икĕ лаша лавне туртса илнĕ. Çакăншăн ултă кунран «Хăюлăхшăн» («За отвагу») медале тивĕçнĕ. 1945-çулхи февралĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа майăн 10-мĕшĕччен пынă наступленире Михаил Малеев кĕçĕн лейтенант хăйне чăн-чăн офицер пек кăтартнă.

1945- çулхи мартăн 3-мĕшĕнче Грос-Шиммендорф çывăхĕнче пыракан хаяр çапăçура взвочĕпе пĕрле тăшманăн 4 пулемет точкине тĕп тунă.

1945-çулхи мартăн 27-мĕшĕнче Нойштадт хули патĕнчи 289,6-мĕш çỹллĕшĕшĕн пыракан çапăçусенче те арăсланла çапăçнă М.Малеев. 22-ри чăваш çамрăкĕ ертсе пынипе, взвод нимĕçсен вут-хĕм тăкакан виçĕ орудине аркатнă. Çавна май пирĕннисемшĕн малалла кайма çул уçăлнă. Нимĕç оккупанчĕсемпе паттăрла çапăçнăшăн Михаил Егоровича Правительство Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Мир салтакĕ Çĕнтерĕве кĕтсе илсен тăван яла таврăннă. Çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе пĕрле 13 ачана воспитани панă. 2008-çулта 84-ра çĕре кĕнĕ. ... Хăй çинчен ырă ят хăварнă мăн асаттемĕр. Пире, хăйĕн ăрăвне тăсаканĕсене, Тăван çĕр-шыв нимрен хакли, уншăн кĕрешмелли, кирлĕ пулсан, алла пăшал тытса хỹтĕлемелли çинчен яланах калатчĕ. Ирĕклĕхшĕн кĕрешнĕ офицер сăмахĕ паян кун та пирĕншĕн пил сăмахĕ вырăнĕнче...

Н.Логинова, Ульяновск облаçĕ, Майна районĕ.



07 мая 2025
08:52
Поделиться