Пулас Çĕнтерĕве тỹпе хывар!
Ятарлă çар операцийĕ нумайăшĕшĕн яваплăха туйса пĕрлехи пулăшу ĕçне кỹлĕнме чĕнекен пулăма çаврăнчĕ. Кам _ ĕçпе, кам _ япалапа, кам _ укçа-тенкĕпе фронта, госпитале пулăшмашкăн хăйĕн тỹпине хывать.
Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» тата «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕсем центрти Культура керменĕнче, черетленсе, кăнтăрла тата каçхине маскировка сетки çыхаççĕ. Кăçалхи апрель уйăхĕнче «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕ акă çак ĕç-пуçа тунă: маскировка сетки çыхнă (15 штук), дронран хỹтĕленмелли плащ (23 шт.), тупă кĕпçине (дуло) витмелли карă (5 шт.), хул (ура) çине тăхăнтартмалли (çыхмалли) повязка (690 шт.), арçыннăн аялти кĕпе-йĕмĕ (191 шт.), шăмă евĕрлĕ минтер (23 шт.), тепловизортан хỹтĕленмелли гетры (9 мăшăр) çĕленĕ-хатĕрленĕ. Вĕсен пысăк пайне фронта тата госпитальсене ăсатнă. Хỹтлĕх карри çыхмалли станок тата çĕвĕ машини умĕнче тимлекен хастар хĕрарăмсем мухтава тивĕçлĕ тата сăваплă ĕç тăваççĕ.
Хỹтлĕх каррисене çыхассине çавăн пекех округри ытти ялта та йĕркеленĕ, пушăрах чухне Культура çурчĕ сенче пухăнать ял-йыш.
Тĕллев пĕрре: тĕрĕслĕхшĕн кĕрешекен салтакăмăрсене май пур таран Çĕнтерĕве çывхартма пулăшмалла. Çỹлерех асăннă япаласене янтăламашкăн-туянмашкăн, паллах, нухрачĕ те сахал мар кирлĕ. Гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлеме кăмăл тăвакансене çак телефон номерĕсемпе çыхăнма ыйтатпăр: 8-951-998-55-89, 8-927-853-84-81.
Зинаида Свеклова.