Пушар чаçне _ çĕнĕ автомашина

РАÇÇЕЙРИ пушар хуралĕн кунĕ Шăмăршă муниципалитет округĕнче пурăнакансене ырă хыпарпа савăнтарчĕ: округри пушар чаçне хальхи оборудовани вырнаçтарнă çĕнĕ автомашина уйăрса пачĕç.

Шăмăршăри 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ УРАЛ автомашина шассийĕ çинчи 6 кубла метр калăпăшлă хăватлă техникăпа пуянланчĕ. Пушар автомобилĕ çинче аварипе çăлав оборудованийĕ тата вут-кăвара сỹнтермелли тĕрлĕ хатĕр пур.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче вут-кăварпа кĕрешекенсене професси уявĕпе ăшшăн саламланă, çĕнĕ автомашина хуçисене вара техникăна упрама тата унпа тухăçлă усă курма сĕннĕ.



07 мая 2025
11:48
Поделиться