Таврăнмарĕ атте вăрçăран...
Вăрçăран таврăнман салтаксем,
Юратса та курман çамрăксем.
Кĕтрĕç, кĕтрĕç сире аннесем,
Мăшăрсем, савнисем, ачасем.
Таврăнмарăр, ах, таврăнмарăр,
Çĕнтерỹ черккине йăтаймарăр...
Ив.САЛАНДАЕВ.
ТĂВАН ÇĔР-ШЫВĂН Аслă вăрçи чарăннăранпа 80 çул çитрĕ. Чăнах та, паянхи çамрăксем Çĕнтерỹ мĕн тери пысăк йывăрлăхпа килнине, Çĕнтерỹшĕн мĕн чухлĕ асап тỹснине пĕлсех каймаççĕ. Истори чăнлăхне вара пĕлмеллех тесе шутлатăп.
Пирĕн атте _ Тихон Прокопьевич Данилов _ 1907- çулта Асанкасси ялĕнче çуралнă. Çитĕнсе каччă пулсан Пăчăрлă Пашьелĕн чипер хĕрĕпе Евдокия Медведевăпа пĕрлешнĕ.
Хĕрĕхмĕш çулсен пуçламăшĕнче атте _ ăста алăллăскер _ колхозри столяр мастерскойĕнче ĕçленĕ. Пĕр ирхине ĕçе кайсан нумай та вăхăт иртмен, киле хăйĕн инструменчĕсене йăтса таврăннă.
_ Вăрçă пуçланнă, _ тенĕ вăл аннене çав тери хурлăхлă сасăпа. _ Нимĕçсем пирĕн çине вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ.
Çак сăмахсене илсен анне кăшкăрсах йĕме пуçланă, унпа пĕрле ачасем те куççуль тăкнă.
Тепĕр кун атте районта чи малтисен шутĕнче фронта тухса кайнă. Анне тăватă пĕчĕк ачипе тăрса юлнă. Аттене вăрçа ăсатсан виçĕ уйăхран эпĕ _ пиллĕкмĕш ача _ çут тĕнчене килнĕ.
Эх, мĕн каласси, вăрçă çулĕсенче мĕн чухлĕ нуша курман-ши пирĕн мăнтарăн аннесем? Ачисем пĕчĕк пулсан та, анне пĕр кун та килте ларайман. Мана тетесемпе пăрахса хăварса, çăвара мăян çăкăрĕнчен хатĕрленĕ ĕмчĕк хыптарса колхоз ĕçне чупнă.
Выçăллă-тутăллă пурăннине пулах улттăри аппа вилчĕ. Çын вилсен те, килте нумай хуйхăрса ларайман _ бригадир ĕçе хăваланă. Аннепе пĕрлех тетесем те колхоз ĕçĕнче çирĕпленнĕ. Акă тепĕр хăрушă хыпар çитнĕ: Ленинграда хỹтĕлесе пирĕн атте пуçне хунă. Мĕнле кăна тỹссе ирттернĕ-ши çак хуйха анне чĕри? Аттен вил тăпри ăçтине те пĕлместпĕр, тем пек кайса курас килсен те, каяймастпăр. Анне мĕн виличченех аттене аса илетчĕ, пире те унăн ырă ятне упрама пехиллесе хăварчĕ.
Г.ЕМЕЛЬЯНОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.