«Туслăх» ячĕ Шупашкарта та кĕрлет
МАЙĂН 4-мĕшĕнче Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн воспитанникĕсем кĕрешсе мала тухассишĕн Чăваш Республикин ăмăртăвне хутшăннă. Йывăрăшĕ 90 килограмран ытларах спортсменсем хушшинче пирĕн Степан Одиноков ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Вадим Степанов вара йывăрăшĕ 66 килограма çитичченхи спортсменсен ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Шăмăршă çамрăкĕ Арсений Ункин йывăрăшĕ 60 килограма çитичченхи кĕрешỹçĕсем хушшинче чи лайăх ултă спортсмен йышне кĕме тивĕçлĕ пулнă. Çак спортсменсен çитĕнĕвĕнче Александр Ичанкин тренерăн тỹпи те пысăк. Александр Михайлович хăйĕн ĕçне чунтан тăрăшса туса пынипех унăн воспитанникĕсем çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ туптаççĕ.
А.АЛЕКСАНДРОВА.