Вениамин Байкалов: «Финсене те «ăшаларăм», нимĕçсене те хытă тустартăм»

Вениамин Байкалов: «Финсене те «ăшаларăм», нимĕçсене те хытă тустартăм»

ЛУТРАРАХ пỹллĕ, кĕреçе сухаллă чăвашчĕ вăл. Çулĕ нумай пулин те, пĕрмай тем ĕçлетчĕ: е пахча хыçĕнчи пĕчĕк кỹлĕ йĕри- таврашне тирпейлет, е вутă- шанкă касса ваклать, е аллине лейка тытса хăярпа помидора шăварать...

_ Пур çĕрте те йĕрке кирлĕ, _ тăтăшах çапла калатчĕ Вениамин Леонтьевич. _ «Йĕрке çук çĕрте йĕрĕх хуçаланать», _ тетчĕ атте. Ура утнă чух, алăра вăй пур чух мĕншĕн ĕçлемелле мар? Пире ваттисем пурнăç илемне ĕçре курма вĕрентнĕ.

Вениамин Байкалов вăрçă ветеранĕ пулнине пĕлеттĕмччĕ-ха. Пĕррехинче эпĕ унран фронтра çапăçни çинчен каласа пама ыйтрăм.

_ Хăш вăрçă çинчен калас? _ мана пỹрт умĕнчи вăрăм сакă çине ларма сĕннĕ май сăмахне пуçларĕ Вениамин Леонтьевич. _ Эпĕ икĕ вăрçă асапне те курнă вĕт: финсене те «ăшаларăм», нимĕçсене те хытă тустартăм. Итле, эппин, мĕн ас тунине каласа парам...

Журналист блокночĕ çине çырăнса юлнине паян _ унтанпа вăтăр çул ытла иртсен _ тепĕр хут вуласа тухрăм.

Вениамин Леонтьевич 1912-çулта Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Кивĕ Упи ялĕнче çуралса ỹснĕ. 1936-çулта Байкаловсем Шăмăрша куçса килнĕ.

_ Вун иккĕре-вун виççĕрех мана атте платник ĕçне явăçтарчĕ, _ сăмахне малалла тăсрĕ ветеран. _ Таврари ялти _ Пулмантăшпа Пашьел таранах _ пỹрт çамкисене тата чỹрече умĕсене йывăçран касса эрешлеттĕмĕр. Шăмăршăра та кивĕ çуртсене манăн эрешсем илем кỹреççĕ. 1939-çулхи октябрь уйăхĕнче Вениамина Хĕрлĕ Çара илеççĕ. СССРпа Финлянди хушшинче вăрçă хускалсан чăваш каччи алла пăшал тытса Тăван çĕр-шывшăн çапăçнă.

1939-1940-çулхи хĕл Финляндире питĕ сивĕ килнĕ. Пирĕн хĕрлĕ армеецсен тумĕ шартлама сивве чăтма çỹхерех пулнипе те, нумайăшĕ ал-урине тăм илтернипе асапланнă.

_ Урара _ хулăн мар пурттенккепе ботинкăччĕ, ура тунине чĕркуççи таран обмотка чĕркенĕччĕ. Çире _ шинель, пуçра _ тăрнашкаллă «буденовка» шлем, _ аса илет ватă салтак. _ Çав тумпа шартлама сивве окопра чăтма çăмăл марччĕ, апла пулин те эпир строй хатĕрлĕхне çухатман. Çамрăк пулнă çав, вăй-хăват вĕресе тăнă.

Вениамин Леонтьевич Карели перешеекĕнчи, Çурçĕр Ладога хĕрринчи, Поляр унки леш енчи (Заполярье), Çурçĕр Финляндири хаяр çапăçусене хутшăннă. Маннергейм линине штурмланă чух Вениамин Байкалов хĕрлĕ армеец 1-мĕш ранг командармне Тимошенкона çывăхранах курнă. Семен Константинович чăваш каччипе калаçнă та: ăçтан службăна илнипе, çарти лару-тăрупа интересленнĕ.

Каярахпа Семен Тимошенко çĕр-шыври паллă çар пуçĕ _ Совет Союзĕн Маршалĕ пулса тăнă. Финляндие çĕнтернĕшĕн ăна Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă.

1940-çулхи март уйăхĕнче вăрçă чарăннă, август уйăхĕнче Байкалова демобилизаци йĕркипе килне янă.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан Вениамин Леонтьевича тỹрех фронта илмен: Шăмăршăри «Искра» артельте ĕçлекен çĕвĕçсене вăрçă заказне пурнăçлама бронь панă. Артель салтаксем валли аялтан тăхăнмалли кĕпе-йĕм çĕленĕ, çар госпиталĕсене вырăн хатĕрĕпе тивĕçтернĕ. Гимнастеркăпа тельняшка çĕлеме те тивнĕ. Хĕрлĕ Çарăн темиçе полкĕ валли Хĕрлĕ ялав та çĕленĕ. Вениамин Леонтьевич çак ялавсем Берлина та çитнĕ тесе шутлатчĕ.

1942-çулхи март уйăхĕнче Вениамин Байкалова та фронта кайма повестка параççĕ. Вăл бронепоезд çинче артиллерист пулса çапăçать. Мускав, Ленинград патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăнать.

Ăста алăллă, техника вăрттăнлăхĕсене хăвăрт ăнланакан çынсем фронтра та питĕ кирлĕ. Çак пахалăха шута илсе, командирсем чăваш каччине çарăн юсав базине куçарнă. Танк, мотоцикл тата ытти техникăна (аэроçуна таранах) юсаса каялла фронта ăсатса тăнă. Вениамин Байкалов Çĕнтерỹ кунне юсав базинче кĕтсе илет. 1945-çулхи декабрь уйăхĕнче ăна килне яраççĕ.

Вăрçăран таврăнсан Вениамин Леонтьевич нумай çул хушши Шăмăршăри йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра (КБО) вăй хунă. Питĕ сăпайлă та лăпкă çынччĕ вăл, нихăçан та мухтанма юратман. Тăван çĕр-шыв вăрçăри паттăрлăхшăн панă медальсене те çулталăкра пĕрре _ Çĕнтерỹ кунĕнче çеç _ çакатчĕ. Икĕ вăрçă ветеранĕ Вениамин Леонтьевич Байкалов 1999 çулта çĕре кĕнĕ. Ăна Шăмăршă масарне пытарнă.

Ив.САЛАНДАЕВ.



07 мая 2025
09:05
Поделиться