«Чи илемлĕ ял» ятшăн кĕрешер

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви çын пурăнакан вырăнсене тирпей-илем кỹрес тата ешĕллентерес тĕлĕшпе смотр-конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Çак пуçарăва республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та ырласа йышăннă, конкурсăн приз фондне пĕлтĕрхинчен икĕ хут ỹстерме сĕннĕ.

Çĕнтерỹçĕсене çапла хавхалантараççĕ: 1-мĕш вырăншăн _ 73 600 тенкĕ; 2-мĕш вырăншăн _ 44 200 тенкĕ; 3-мĕш вырăншăн _ 29 400 тенкĕ. Заявкăсене кăçалхи августăн 10-мĕшĕччен йышăнаççĕ, çĕнтерỹçĕсене сентябрь уйăхĕнче палăртаççĕ.



16 мая 2025
11:08
Поделиться