Кĕнеке урлă _ халăхсен килĕшĕвĕ патне
Чăваш Республикин Наци библиотеки культура еткерлĕхне упраса хăварас тата халăхра анлă сарас тĕлĕшпе чылай ĕç туса ирттерет. Тĕп проектсенчен пĕри _ «Кĕнеке урлă _ халăхсен килĕшĕвĕ патне» регионсем хушшинчи наци кĕнекисен фестивалĕ. Вăл Наци ĕçĕсен федераци агенстви тата ЧР Культура министерстви пулăшнипе пурнăçланать, Раççей Федерацийĕн «Патшалăх политикине пурнăçласси» патшалăх программипе килĕшỹллĕн йĕркеленет.
Асăннă фестиваль Шăмăршăри мультикультура библиотекинче те иртрĕ. Унта Шăмăршă тăрăхĕнчи таврапĕлỹçĕсемпе библиотекарьсем, шкул ачисемпе вулакансем хутшăнчĕç.
Тĕл пулăва ЧР Наци библиотекин библиотекарĕсем _ А.В.Андреева, Н.М.Вишневская _ ертсе пычĕç. Вулакансене Т.Швецова _ Мордва Республи- кин Писательсен Союзĕн председателĕ, поэт, куçаруçă, В.Карпенко _ Чулхула облаçĕн прозаикĕ, «Бикар» издательство директорĕ, «Нижегородцы» альманахăн тĕп редакторĕ, Р.Сарпи _ чăваш сăвăçи, тăлмач, драматург хăйсен хайлавĕсемпе паллаштарчĕç. Çавна май тĕрлĕ халăх культурипе, йăли-йĕркипе кĕнеке урлă паллашма май пулчĕ.
З.Головинская, Чăваш Енри таврапĕлỹçĕсен Союзĕн вырăнти уйрăмĕн ертỹçи.