Конкурс çĕнтерỹçисене палăртнă

«ЧĂВАШ ВĂРМАНĔ» Наци паркĕ «Упракан çут çанталăк тĕнчи» пĕтĕмĕшле ятпа ача-пăча ỹкерчĕкĕсен конкурсне ирттернĕ. Унăн теми _ «Манăн пĕчĕк тăван çĕр-шывăн çут çанталăкĕ».

Конкурса республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан 197 ача хутшăннă. Çав шутра Шăмăршă муниципалитет округĕнчен те пур. Акă Палтиел вăтам шкулĕнче вĕренекен Танзиля Афиатулловăна II-степень Дипломпа чысланă.



16 мая 2025
11:58
Поделиться