Масар çумĕнче те туалет кирлĕ
ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнче пурăнакан пĕр суйлавçă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Александр Андреева масар çумĕнче обществăлла туалет çукки çинчен пăшăрханса пĕлтернĕ.
Депутат çак çырăва Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин патне ярса панă, Çимĕк ратиттĕлĕччен кашни масар çумĕнчех туалет туса лартма сĕннĕ.