Ĕмĕр-ĕмĕр асра тытма

Çак кунсенче Анат Чаткас тĕп шкулĕнче Владимир Зыков выпускник ячĕпе Асăну хăмине уçрĕç.
Владимир çак шкулта 9 класс таран вĕреннĕ. Тăван «Восход» хуçалăхра, Мускав облаçĕнче тĕрлĕ стройкăра вăй хунă. 2024-çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнче хăйĕн ирĕкĕпе Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме тăнă, Донецк Халăх Республикинче Украина нацисчĕсемпе çапăçнă. Ноябрĕн 27-мĕшĕнче Анат Чаткас çамрăкĕ паттăрла пуçне хунă.
... Митинга шкул ачисемпе вĕрентекенсем, В.Зыковăн çывăх çыннисем тата тус-тăванĕ хутшăнчĕç. Ăна ЧР мобилизаци уйрăмĕн, гражданла оборонăн ятарлă программисен округри начальникĕ Ольга Ичанкина ертсе пычĕ. Вăл ятарлă çар операцийĕнче Çĕр-шывăмăрăн чысĕпе ирĕклĕхĕшĕн тата тĕрĕслĕхĕшĕн çапăçса вилнĕ салтак, Паттăрлăх орденĕн кавалерĕ Владимир Валерьевич Зыков ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр вилĕмсĕррине палăртрĕ. Анат Чаткас ял территори уйрăмĕн тĕп специалист-эксперчĕ Светлана Туктарова, Анат Чаткас тĕп шкулĕн директорĕ Татьяна Воробьева, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Леонид Нянин вара ентешĕмĕрĕн ырă ĕçĕсене аса илчĕç, çитĕнекен ăрăва Владимир Валерьевич пек чăн-чăн патриот пулма чĕнсе каларĕç.
Асăну хăми çинчи шурă пустава паттăрăн çывăх çыннисем сирчĕç. Пурин куçĕ умне те çап-çамрăк та илемлĕ сăн тухса тăчĕ. Ку вăл _ 43-ри Владимир Зыков. Яланах çакăн пек çамрăк юлĕ вăл халăх асĕнче... Вĕренỹ учрежденийĕн стени çумне иккĕмĕш Асăнухăми хутшăнчĕ. Маларах Анат Чаткас çамрăкĕн Алексей Угасинăн _ СВО участникĕн _ хăмине вырнаçтарнăччĕ кунта. Эх, хăвăртрах пĕттĕрччĕ ку ылханлă вăрçă! Тек çакăнта Асăну хăми ан пултăрччĕ!
Шăплăх саманчĕ кашнинех ентешĕмĕрсемпе пĕрле ирттернĕ пулăмсене аса илтерчĕ, палăксем умне хунă хĕрлĕ гвоздикăсем вĕсен вилĕмсĕрлĕхне туйтарчĕç паллах... Çак саманта куççульленмесĕр епле ирттерĕн...
Çавăн пекех Владимир Валерьевичăн Максим Горький урамĕнчи тăван килĕнче те Асăну хăми уçрĕç. Ывăлĕн, пĕр тăванĕн телейлĕ ачалăхĕпе çунатлă çамрăклăхне аса илтерсех тăрĕ Асăну хăми. Çав хушăрах çуралнă кĕтес, Тăван çĕр- шыв нимрен хаклине туйтарĕ, вĕсемшĕн кĕрешме хатĕр пулмаллине ас тутарĕ вăл...
Зинаида Воробьева.
Л.Н.Нянин сăн ỹкерчĕкĕ.