Олег НИКОЛАЕВ: «Истори чăнлăхне хỹтĕлесси _ пирĕн таса тивĕç»

Олег НИКОЛАЕВ: «Истори чăнлăхне хỹтĕлесси _ пирĕн таса тивĕç»

МАЙĂН 9-мĕшĕнче Шупашкарăн Республика лапамĕнче Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнă ятпа савăнăçлă парад пулнă, унта Чăваш Енĕн çĕр-çĕр çыннипе хăнасем хутшăннă.

Шăпах кăнтăрла вăхăтĕнче _ 12 сехетре _ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пухăннисем умĕнче сăмах каланă. «Эпир Çĕнтерỹ хакне аван пĕлетпĕр, _ тенĕ Олег Алексеевич. _ Çапăçу хирне çĕр-шывăн 27 миллион ытла гражданĕ, çав шутра Чăваш Республикин паттăрĕсем те выртса юлнă. Фронта 208 пин çын тухса кайнă пулсан, 105 пин ытла ентеш тăшманпа çапăçса вилнĕ.

Тыл ĕçченĕсем те Çĕнтерĕве çывăхартассишĕн ырми-канми тăрăшнă, чăн-чăн паттăрлăх кă- тартнă.

Паян ют çĕр-шывсенчи хăш-пĕр политик Çĕнтерỹ хакне чакарма, историе пăсса кăтартма тăрăшать. Çавăнпа та истори чăнлăхне хỹтĕлесси _ пирĕн таса тивĕç. Хальхи вăхăтра эпир çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парассине чылай вăйлатрăмăр, çак ĕçе куллен тата пĕр тĕллевпе туса пымалла тесе шутлатăп».

Республика Пуçлăхĕ, пурне те Аслă Çĕнтерỹ юбилейĕ ячĕпе чĕререн саламланă май, хăйĕн сăмахне çапла вĕçленĕ: «Çирĕп утăмпа шанчăклăн малалла утар. Урра!»

Республика лапамĕпе çамрăк параппанçăсем, кадетсем, СВО ветеранĕсем, Росгварди представителĕсем, «Воин» центр курсанчĕсем стройпа утса иртнĕ. Парада çар техники хăйне евĕр мăнаçлă илем кỹнĕ.

Парад вĕçленнĕ хыççăн лапампа «Вилĕмсĕр Полк» утнă, унта 30 пин ытла çын хутшăннă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çапăçнă хăйсен çывăх çыннисен портречĕсемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Правительство членĕсем утса иртнĕ.

Уяв 22 сехетре салют янипе вĕçленнĕ.

Н.ИЛЬИНА.



16 мая 2025
10:20
Поделиться