Паттăрсен ятне ялан асра тытар

ИРПЕ радио чуна хумхантарса «Çĕнтерỹ кунĕ» юрра шăрантарчĕ те, сăмахĕсем кунĕпех хăлхара янăраса тăчĕç:
«Çĕнтерỹçĕм, пит инçеччĕ эс пиртен,
Кĕл кăварĕ пек сỹнеттĕнччĕ хуллен.
Çулăм витĕр, çумăр витĕр талпăнса,
Сан пата эпир çывхарнă шăвăнса.
...Ах, аннемĕр, таврăнайрĕç пурте мар,
Паттăрсен ятне ялан асра тытар
Сăртсем урлă, шывсем урлă талпăнса,
Сан пата эпир çывхарнă ăнтăлса».
Çапла, 1418 куна тăсăлнă Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерỹ питех те йывăрпа туптаннă. Çĕр-шывăмăр ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă кĕрешĕве Шăмăршă районĕ те хăйĕн курăмлă тỹпине хывнă. Пирĕн паттăр ентешĕмĕрсем пур фронтра та çапăçнă, хĕрарăмсемпе ватăсем тата ача çулĕнчи çамрăксем тылра хăйсене шеллемесĕр ырми- канми ĕçленĕ. Эпир хамăрăн хаклă ветерансен, концлагерьсенче асап тỹснĕ çынсен, тыл ĕçченĕсен çирĕплĕхĕпе паттăрлăхĕнчен халĕ те тĕлĕнме пăрахаймастпăр.
Тăван çĕр-шыва чунтан парăннине çирĕплетекен йăла-йĕркене Раççейĕн хальхи салтакĕсемпе офицерĕсем малалла тăсаççĕ. Пирĕн ентешсем ятарлă çар операцийĕ пыракан тăрăхра çĕр-шыв интересĕсене, унăн гражданĕсен хăрушсăрлăхне тата тăнăçлăха паттăррăн хỹтĕлеççĕ. Шăмăршă округĕнче пурăнакансем тăшманпа куçа-куçăн çапăçакан салтаксене чун хушнипе пулăшаççĕ. Эпир Çĕнтерỹ пирĕн енче пуласси пирки пĕрре те иккĕленместпĕр. Ку яланах çапла пулнă.
...Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине Шăмăр- шăра тата ялсенче чи сăваплă кун тата хаклăран та хаклă уяв тесе паллă турĕç. Майăн 8-мĕшĕнче авточупу тата велочупу йĕркелени те, ытти нумай-нумай мероприяти те кашни çын асĕнче юлĕ.
...ИРХИ хĕвел çутипе ылтăн куполсемпе йăлтăртатса тăракан Шăмăршă чиркĕвĕ умĕнчи лапамра ĕç коллективĕсем, округра пурăнакансем, ĕç ветеранĕсемпе шкул ачисем ретĕн-ретĕн йĕркеленсе тăчĕç. Пур çĕрте те ялавсем вĕлкĕшеççĕ. Çĕнтерỹ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Ялавĕсене патвар çамрăксем _ Тăван çĕр-шывăн пулас хỹтĕлевçисем тытса пыраççĕ.
Парада хутшăнакансем граждан вăрçи паттăрĕ Иван Космовский, Совет Союзĕн Геройĕ Виталий Уруков, Раççей Геройĕ Олег Долгов палăкĕсемпе Виталий Никифоров генерал ячĕллĕ паркри асăну палăкĕсем умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Уяв колонни Шăмăршăри аслă урампа утса Ленин урамĕнчи Çĕнтерỹ мемориалĕ умне çитрĕ. Палăк умĕнчи митинга округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин уçрĕ.
_ Çак чаплă уява эпир чун-чĕрери савăнăçпа тата вăрçăран таврăнайманнисемшĕн хурланса паллă тăватпăр, _ терĕ Сергей Авенирович. _ Аслă вăрçа Шăмăршă районĕнчи 5103 çын хутшăннă, вĕсенчен 2331-ĕшĕ фронтран таврăнайман. Çак уяв пирĕн халăхăн виçесĕр паттăрлăхĕпе хастарлăхне, пысăк хăюлăхĕпе çирĕп чун хавалне тата вăл Тăван çĕр-шыва хĕрỹллĕн юратнине витĕмлĕн сăнарлакан çутăран çутă символ пулса тăрать.
Митингра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков, округри ветерансен Канашĕн председателĕ Петр Фомин, огкругăн хисеплĕ гражданинĕ Владимир Шуряков, воин- интернационалист Николай Жилкин, «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» патриотизм юхăмĕн волонтерĕ Марина Васильева, Шăмăршă чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте, Шăмăршă вăтам шкулĕн 11 «А» класĕнче вĕренекен Антон Кудряшов сăмах каларĕç. Палăк умне чечек çыххисем хунă хыççăн вăрçă паттăрĕсене асăнса пурте пĕр самант шăп тăчĕç. Çак шăплăха паттăрсен ячĕпе автоматран виçĕ хутчен çỹлелле пени çеç татрĕ.
Уяв Шăмăршăри Культура керменĕ умĕнчи лапамра малалла тăсăлчĕ. Кунта салтак пăттипе хăналарĕç, илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа уяв чапне тата та çĕклерĕç.
Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине уявлани округри кашни ялтах çỹллĕ шайра иртнĕ. Вăрçă çулĕсенче фронтра паттăррăн çапăçнисене, тыл ветеранĕсене, СВОра çапăçакан ентешсене чыс-хисеп тунă.
Ив.САЛАНДАЕВ.