Право йĕркине пăсмасăр пурăнмалла
Тăван чĕлхене ертỹçĕсем мĕншĕн сума сумаççĕ? ÇАК кунсенче Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн ертỹçи, юстици полковникĕ Николай Яковлев ĕçлĕ çул çỹревпе пулчĕ. Николай Петрович аслă классенче вĕренекенсемпе çул çитмен çамрăксем хушшинчи преступленисен профилактики пирки уçă калаçу йĕркелерĕ.
Следстви уйрăмĕн ертỹçи çамрăксене право йĕркине пăсмасăр пурăнма, вĕренỹпе, спортпа тата пултарулăха аталантарассипе ытларах интересленме чĕнсе каларĕ, ыйтусем çине тулли хурав пачĕ.