Шыва кĕмелли сезона хатĕрленеççĕ

ЧĂВАШ Республикинче шыва кĕмелли сезона тĕплĕн хатĕрленнипе кĕтсе илесшĕн. Водолазсем 136 вырăнтан 72-ĕшне тĕрĕслесе тухнă ĕнтĕ, пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан шыв айĕнчи ăпăр-тапăра пуçтарса илнĕ.

Кăçал республикăра официаллă 8 пляж ĕçлĕ: Шупашкарта _ 5, Çĕнĕ Шупашкарта _ 1, Куславккапа Етĕрнере _ пĕрер. Кусемсĕр пуçне, республикăра шыва кĕмелли тата канмалли 120 вырăна та хатĕрлесе çитермелле. Водолазсем Шăмăршă муниципалитет округĕнчи пĕвесене те тĕрĕслесе тухĕç.



16 мая 2025
11:08
Поделиться