«Сивĕ май уйăхĕ _ тырăллă çул пуласса», _ çапла шутлать Григорий Кашкаров управляющи

ÇАН ТАЛĂК чăрмантарнине пăхмасăр, округри çĕр ĕçченĕсем çур акине вĕçлессишĕн пысăк вăй хураççĕ. Çак кунсенче эпир Анат Чаткасри Елена Пондякова фермер хуçалăхĕнче пулса куртăмăр.

_ Çурхи тырра чи лайăх вăхăтра акса хăвартăмăр, _ пĕлтерчĕ Григорий Кашкаров управляющи. _ Куратăр-и, калча епле тикĕс шăтса тухрĕ!

Лайăх кăпкалатса хатĕрленĕ çĕр çине минерал удобренийĕпе усă курса акнă паха вăрлăх хăйĕн ырă çимĕçне паратех. Григорий Александрович та çапла шутлать:

«Сивĕ май _ тырăллă çул пулассин палли», _ тенĕ ĕлĕкхи ватăсем. Нỹрĕк çителĕклĕ, халĕ хĕвел ăшши çеç кирлĕ. Фермер хуçалăхĕ юлашки гектарсем çинче хĕвел çаврăнăшĕ акать. Çу паракан çак культура 200 гектар йышăнĕ.

Çак кун эпир Александр Егоров, Петр Майоров, Алевтин Алеев, Минхайдяр Якупов, Владимир Митрофанов, Надежда Угарина фермер хуçалăхĕсене те çитрĕмĕр. Анат Чаткасри Петр Майоров 100 гектар _ урпа, 100 гектар _ çурхи тулă, 2 гектар севок сухан акнă. Çурхи тырă куçа савăнтарса ешерме тытăннă. Майоровăн 80 гектар йышăнакан кĕрхи тулли те илемлĕн курăнать. Минерал удобренийĕпе апатлантарнă калча пысăк тухăç шантарать.

Анат Чаткасри Андрейпе Дмитрий Юнкеровсем çĕр улми лартаççĕ. Çак культура 20 гектар йышăнĕ. Фермерсем 10 сорт ытла çитĕнтереççĕ. Нумаях пулмасть Мускав облаçĕнчи пĕр хуçалăхран 9 тонна «Жуковский ранний» элита сорт туяннă. Синоптиксем çанталăк ăшăтасси пирки шантараççĕ. Чăнах та, ăшăпа пĕрлех вăхăтĕнче çумăрĕ те кирлĕ-ха. Çанталăк хресченшĕн ăнăçлă пулĕ тесе ĕмĕтленетпĕр.

Ив.САЛАНДАЕВ.



16 мая 2025
11:16
Поделиться