Тăван чĕлхене ертỹçĕсем мĕншĕн сума сумаççĕ?

«...Ху чĕлхỹне пăрахманни халăх ĕçне ултавлă туса сутни пулмасть вăл. Аннĕртен вĕренсе юлнă хăвăн тĕп чĕлхỹне пăрахмасăрах вырăсăн аслă патшалăхĕшĕн ĕçлесе тăма пулать...»

(И.Я.Яковлев «Чăваш халăхне» халал)

Тỹрех калам, çак статьяна çырма округ шайĕнче паллă тунă Чăваш чĕлхи кунĕн уявĕ (ун пирки хаçатра маларах çырса кăларнă) хистерĕ. Хамра чăваш чĕри тапнипе те, ĕçĕмри тивĕçĕмпе те унта пулма тỹр килчĕ мана.

Шăмăршăри Культура керменĕнче йĕркеленĕ мероприяти пурне те килĕшмелле, çỹлти шайра иртрĕ. Программăри юрă-ташă-сăмах, йăла-йĕрке чăвашлăха, чăннипех те, витĕмлĕн сăнарларĕ. Пуян культура еткерлĕхĕ куçнă пире несĕлĕмĕрсенчен! Килес ăру валли çеç упраса хăварасчĕ ăна...

Кăмăла хуçаканни, чĕрене ыраттараканни те пулчĕ. Пĕрремĕш сăлтавĕ _ куракан сахалли. Тĕрĕссипе, кураканĕсем _ хăйсен пултарулăхне кăтартакан культура ĕçченĕсемех тата фольклорпа юрă-ташă ушкăнне çỹрекенсем. Уйăхĕ-уйăхĕпе номерсене халăх валли хатĕрленĕ вĕт-ха. Ăçта куракансем? Эпĕ, маларах вĕренỹ сферинче ĕçленĕ çын, çакна лайăх ас тăватăп: Чăваш чĕлхи кунне уявлама шкул ачисене йышлăн явăçтараттăмăр, центрта (урамра, Культура керменĕнче, Шăмăршă вăтам шкулĕнче) район шайĕнче фестиваль е конкурс ирттереттĕмĕр. Лăк тулли залра уяв кĕрлесе тăратчĕ. Культура тата вĕренỹ сферисем тачă çыхăнса ĕçленĕрен кирек епле мероприяти те анлăн иртетчĕ. 10_15 çул каялла çак икĕ сфера çыхăнăвĕ татăлчĕ. Чăн та, шкулсенче Чăваш чĕлхи эрнисемпе декадисем йĕркелеççĕ-ха, анчах та округ (район) шайĕнче ирттересси пăчланчĕ. Кашни вĕренỹ учрежденийĕнчен округ центрĕнчи уява килсе курни (номерсем кăтартни) çамрăк ачасемшĕн витĕмлĕрех пулĕччĕ. Пĕрлехи ĕç мероприяти актуаллăхне те ỹстерĕччĕ, ачасене те чăвашлăхпа çывăхлатĕччĕ. Тăван чĕлхе вĕрентекенĕ хăй кăна ним те тăваймасть _ ертỹçĕсен яваплăхĕнчен, вĕсен пĕрлĕхлĕ ĕçе йĕркелес ăсталăхĕнчен тата кăмăл туртăмĕнчен килет мар-ши ку?! Культура тата вĕренỹ сферисен пысăк уявсене (çав шутра _ Чăваш чĕлхи уявне те) пĕрле тунине ним те çитмест. Мĕн тесен те, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани памаллах пирĕн. Çак тĕслĕхре, сăмахран, уява хутшăнакан арçын ача е хĕрача чунĕнче чăвашлăх туйăмĕ вăранатчех (вăйланатчех).

Иккĕмĕш сăлтав _ шăпах ертỹлĕхре. Округ шайĕнчи уява ертỹçĕсем хутшăнни кирлех: ку _ вĕсен чысĕпе тивĕçĕ, ку _ паллă пулăмăн илемĕпе витĕмлĕхĕ, ку _ халăхпа çыхăнни, ăна та, хăйне те хисеплени. Мĕн тетĕр? Чăваш чĕлхи фестивальне округ администрацийĕнчен пĕр представитель те килсе курăнмарĕ. Паллах, сцена çине пĕр-пĕр ертỹçĕ сумлăн утса тухасса, уявпа саламласса, тăван чĕлхе кирлĕлĕхĕ тата Чăваш Ен ят-сумне çĕкленĕ çыннăмăрсем çинчен каласса кашниех кĕтрĕ ĕнтĕ. Çук çав. Тĕлĕнме пăрахаймастăн: нивушлĕ хăйне (!), чăваш нацине сума сăвакан пĕр ертỹçĕ те çук-шим вара Шăмăршă çĕрĕ çинче?! Эпир вара ертỹçĕсенчен тĕслĕх илесшĕн... Кам-тăр халăх умĕнче виç сăмах тухса калаçнă пулсан та, уяв пĕлтерĕшĕ ỹснĕ пулĕччĕ. Пĕр мероприятиех кăтартса пама пултарать ертỹлĕхпе халăх хушшинчи çыхăну «йĕркелĕхне».

Ертỹлĕх тенĕрен, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче (директорĕ _ Эльвира Можаева) ырă пуçару анлă сарăлчĕ: çулсерен, апрелĕн 25-мĕшĕнче, ачасемпе вĕрентекенсем, тирпейлỹçĕсем _ пурте наци тумĕпе шкула килеççĕ; урокра та, класс тулашĕнчи мероприятире те _ чăвашла! Никам та мăкăртатмасть, чăваш çи-пуçĕнчен те йĕрĕнмест. Ашшĕ-амăшĕ ятарлă заказпа çĕлеттернĕ-тĕрлеттернĕ наци тумĕ ачапча çинче ятуллă, илĕртỹллĕ. Сăмах май, кĕçĕн классен икĕ фольклор ансамблĕ тăван халăх йăли-йĕркине, сăмахлăхне упрас-сарас тĕлĕшпе регион тулашĕнче те палăрма ĕлкĕрчĕ. «Вĕресе» тăракан вĕрентекенсенчен _ Наталия Ермолаевăран, Наталия Уркинăран, Елена Сандрейкинăран, Елена Угаринăран _ шăпăрлансем ырă тĕслĕх илеççĕ. Тăван чĕлхе вĕрентекенĕсем _ Наталия Угарина, Валентина Мандрюкова _ урокпа мероприятире чăвашлăха савма вĕрентнин усси пысăк: Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн Иван Яковлевăн Çуралнă кунĕнче шкул умĕнче çулсерен вăйă карти йĕркелеççĕ. Мăнаçлăх туйăмĕ çуралать! Тайма пуçăмăр Сире, чăвашлăха çул паракан вĕрентекенĕмĕрсем, класс ертỹçисем, учреждени ертỹçи!

Хамăр _ чăвашсем – хамăра хисеплени ачамăрсемпе мăнукăмăрсенче те чăвашлăх тымарне упрама хистет. Эпир тăван чĕлхепех калаçни, эпир тăхăнакан ытарайми наци çи-пуçĕ, эпир юрлакан-ташлакан юрă-ташă, эпир тытса пыракан йăла-йĕркемĕр кĕçĕн ăрушăн тĕслĕх пулччăр, мăнаçлăха çаврăнччăр. Хамăр чĕлхемĕре те (Патшалăхăмăр чĕлхине!), чăваш халăхне те упраса хăварма пултарăпăр вара. Ертỹçĕн вара ку енĕпе çутă маяк пулмалла. Килĕшетĕр-и ку шухăшпа, вулаканăмăрсем?

Зинаида Свеклова, Раççей Журналистсен Союзĕн членĕ.



16 мая 2025
13:27
Поделиться