Тăван Çĕр-шыва мухтарĕç юрăра...

Шăмăршăри Культура керменĕнче округри вĕренỹ учрежденийĕсен пуçламăш профсоюз организацийĕсен хор коллективĕсен «Çĕнтерỹ ячĕпе» конкурсĕ иртрĕ. Ăна фашизмла Германие çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине тата Раççейри Хỹтĕлевçĕ çулталăкне халалларăмăр. Конкурса ыр кăмăллăх концерчĕн формачĕпе Шăмăршă муниципалитет округĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕ тата округри централизациленĕ клубсен системи пулăшнипе йĕркелерĕмĕр.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсемпе ача сачĕсен 12 коллективĕ вăрçă çулĕсенче янранă юрăсене шăрантарчĕ. Юрăсене залри халăх пĕр хумханса та пĕр мăнаçланса итлерĕ, кашни номерех тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ.

Жюри членĕсем пĕр саслăн Шăмăршă вăтам шкулĕн хор коллективне Гран-при пама йышăнчĕç. Ытти хор коллективĕ лауреат Дипломĕ тивĕçрĕ.

Концерт программине «Звездочки» театр кружокĕн (ертỹçи _ Валентина Львова) членĕсен литература композицийĕ, «Антонина» Халăх ташă ансамблĕн тата «Шемуршиночки» ташă ансамблĕн (ертỹçи _ Антонина Нефедова), «Фламинго» ташă коллективĕн (ертỹçи _ Валентина Кузьмина) хỹхĕм ташшисем, Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕн (директорĕ _ Юлия Цыганова) «Улыбка» ансамблĕн тата кунти педагогсен номерĕсем илем кỹчĕç.

Салам сăмахĕпе муниципалитет округĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн начальникĕ Николай Ендиеров, çак йĕркесен авторĕ тухса калаçрĕç. Вĕсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерĕвĕн историллĕ пĕлтерĕшне уçса пачĕç, патриотизм туйăмĕ ятарлă çар операцийĕн тапхăрĕнче çамрăк ăрушăн уйрăмах малта тăмаллине палăртрĕç.

Йĕркелỹ комитечĕн йышăнăвĕпе, концертра пухăннă укçа-тенкĕ СВОра тăракансене пулăшма кайĕ.

С.Жилкина, округри вĕренỹ учрежденийĕсен пуçламăш профсоюз организацийĕсен председателĕ.



16 мая 2025
10:28
Поделиться