Ветерансем - уявра
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧИ агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен Союзĕ Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине халалланă уява Куславкка муниципалитет округĕнче ирттернĕ. Унта Шăмăршă тăрăхĕнчен Юрий Михайлович Фроловпа Валерий Петрович Севрюгин ĕç ветеранĕсем те хутшăннă.
Малтан Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннисене халалланă Асăну комплексĕнче митинг иртнĕ. Митинг хыççăн ветерансем Куснар шкулне çул тытнă, кунти музейпа интересленсе паллашнă. Шкулти акт залĕнче савăнăçлă пуху иртнĕ.