Вăрмана «хĕрлĕ автан» ан кĕтĕрех!

ВУТ-КĂВАРТАН сыхă тăмалли ятарлă режим туса хунă май, çак кунсенче Шăмăршă участок лесничествин 188-мĕш кварталĕнче вăрман пушарĕпе кĕрешес тĕлĕшпе вĕренỹ йĕркеленĕ. Унта 34 çынран тăракан ирĕклĕ пушар дружинине, ПКЛ-70 трактора, икĕ пушар автоцистернине тата пĕчĕк патруль комплексне хутшăнтарнă.

Вĕренĕве полици, медицина, газ хуçалăхĕн, Кăнтăр электросеть службисем те килнĕ. Пурте пĕрле тачă çыхăнса ĕçленипе, ячĕшĕн чĕртнĕ (условный) пушара çийĕнчех сỹнтерме пултарнă.

Вĕренĕве Шăмăршă лесничествин директорĕ А.Цыганов тата 42-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ В.Масленников ертсе пынă.



16 мая 2025
11:09
Поделиться