Çамрăк ăрушăн тăрăшасси _ тĕп тĕллев
МАЙĂН 21-мĕшĕнче республикăра _ çав шутра Шăмăршă муниципалитет округĕнче те _ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем: «Вĕренỹ _ пурнăçри çитĕнỹсен çăл куçĕ. Вĕрентỹ отраслĕн 2024-2025-çулсенчи тĕп кăтартăвĕсем. Аслă шкулсемпе техникумсене вĕренме каймалли тапхăр», «Ачаллă çемьесене пулăшмалли регионти мерăсем», «Чăваш Республикинче Федерацин «Пушкин картти» проекчĕ мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни çинчен».
Информаци кунне ирттерме Шупашкартан Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов тата «Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев килнĕ.
Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин тата Шупашкартан килнĕ представительсем округ администрацийĕнче иртнĕ анлă канашлу ĕçне хутшăнчĕç, унта Пĕрлехи информаци кунĕн ыйтăвĕсене сỹтсе яврĕç.
Кун йĕркинчи малтанхи ыйтупа _ Владимир Димитриев, иккĕмĕш ыйтупа Валерий Антонов тухса калаçрĕç. Вĕсен сăмахĕ çумне округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Николай Ендиеров тата округри халăха социаллă çăмăллăх паракан центрăн тĕп специалисчĕ-эксперчĕ Венера Сидорова хутшăнчĕç, вырăнти тĕслĕхсене илсе кăтартрĕç. Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Павлова «Пушкин картти» Федераци проекчĕ Шăмăршă округĕнче мĕнле пурнăçа кĕнипе паллаштарчĕ.
Канашлура округ администрацийĕн мобилизаци ĕçĕпе социаллă программăсен, граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру пайĕн пуçлăхĕ Ольга Ичанкина 2025-çулхи шыва кĕмелли сезона инкек-синкексĕр ирттерес тĕлĕшпе умра тăракан задачăсем çинчен каласа пачĕ.
Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин, «Пурнăç инфратытăмĕ» Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, территорие тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ирттерекен онлайн-сасăлав çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ. Сасăлав июнĕн 12-мĕшĕччен пырать. Сергей Авенирович пурне те Шăмăршăри Виталий Никифоров генерал ячĕллĕ парка çĕнетсе илемлетмелли проектшăн сасăлама чĕнсе каларĕ.
Информаци ушкăнĕ çак кунах Пăчăрлă Пашьел тата Чукал ял территори уйрăмĕсенче пулчĕ. Округ администрацийĕнче граждансене харпăр-хăй ыйтăвĕпе йышăнассине йĕркелерĕç.
А.АЛЕКСАНДРОВА.