Чĕремĕрте упранĕ çутă сăнарĕ...
Эх, хăçан пĕтĕ ку ылханлă вăрçă... Ытла та пысăк çухату, чуна шăнăçайми йывăр хуйхă кỹрет-çке вăл... Ятарлă çар операцийĕнче вилнĕ тепĕр ентешĕмĕре çухатрăмăр акă... Майăн 3-мĕшĕнче Кивĕ Чукал çамрăкне, çемьери пĕртен-пĕр ачана _ Сергей Уськина юлашки çула ăсатрĕç. Тăван ял çĕрĕ тепĕр паттăра хăй ытамне илчĕ...
...Сергей Петрович Уськин 1988-çулхи мартăн 8-мĕшĕнче Кивĕ Чукал ялĕнче çуралнă. Ялăн вăтам шкулĕнче вĕреннĕ чухнех çирĕп пĕлỹпе, хастарлăхпа палăрнă. Шкултан ылтăн медальпе тухнă. Мал ĕмĕтлĕскер И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн истори факультетĕнче аслă пĕлỹ илнĕ.
Ун хыççăн Сергей Мускаври «Лента» пĕрлешỹре вăй хунă, ĕçре яваплăхпа, ăсталăхпа палăрнă. 2025-çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче С.Уськин хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине тухса кайнă. Луганск Халăх Республикинче нацистсемпе çапăçнă, тĕрĕслĕхпе тăнăçлăхшăн кĕрешнĕ. Мартăн 10-мĕшĕнче, çар тивĕçне пурнăçланă чух, Сергей Уськин паттăрла пуçне хунă.
37 çултах çут тĕнчерен уйрăлчĕ ентешĕмĕр. Çуралнă кĕтес, Тăван çĕр-шыв, çывăх çыннисем нимрен хаклă пулнине нацизмпа шовинизма хирĕç кĕрешсе ĕнентерчĕ, нихçан манăçми ырă ят хăварчĕ. Хăй вара вилĕмсĕрлĕхе куçрĕ... Сергей Петрович, сан пархатарлă ĕçỹсем, паттăрлăху, çутă сăнару нихçан та халăх асĕнчен тухмĕç. Эсĕ _ яланах пирĕнпе пулăн... Чуну канлĕхре пултăр...
Юратнă ывăлне _ пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне _ юлашки çула ăсатма пынă, çĕр çĕклейми хуйхă-асапа пĕрле пайласа ăшă сăмахпа та курăмлă ĕçпе пулăшнă çынсене амăшĕ Раиса Сергеевна Ларионова пĕтĕм чун-чĕререн тав тăвать, çĕре çити пуç таять, ырлăхпа-сывлăхпа, тулли телейпе мирлĕ тỹпе айĕнче пурăнма сунать. Вĕсем: тăванĕсем, кỹршисем, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем, Кивĕ Чукал ял территори уйрăмĕ, Кивĕ Чукал тĕп шкулĕн коллективĕ, ял-йыш.