Фермерсем фермăсемшĕн те тăрăшаççĕ
КĂÇАЛХИ тăватă уйăхра Шăмăршă муниципалитет округĕнчи хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 112,3 тонна аш-какай (пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан _ 120,1 процент), 1094,7 тонна сĕт (100,02 процент) туса илнĕ. Выльăх-чĕрлĕх самăртассипе _ Олег Макаровпа Фазулла Рахматуллов, ĕнесенчен сĕт сăвассипе Олег Хлюкин, Геннадий Макаров, Александр Егоров фермерсем ỹсĕмлĕ ĕçленĕ.
Олег Макаров фермер герефорд таса ăратлă 40 пуç мăйракаллă шултра выльăх самăртать, кашни выльăх талăкра вăтамран 789-шар грамм чĕрĕ ỹт хушса пынă.
Олег Хлюкин фермерăн хуçалăхĕнче _ 502 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра сăвăнакан ĕне _ 175 пуç. Олег Анатольевич кăçал кашни ĕнерен 7000 килограмран кая мар сĕт суса илме палăртнă.
Ĕнесенчен сĕт сăвассипе Геннадий Макаров фермер та ырă тĕслĕх кăтартать. Кĕтỹре _ 103 пуç сăвăнакан ĕне. Тăватă уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 2767-шер килограмм сĕт суса илнĕ.
Кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 353 пуç çамрăк пăру илнĕ. Округри тăватă хуçалăхра ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентереççĕ.
Ĕне выльăхсăр пуçне, фермерсем сурăх та ĕрчетеççĕ. Карапай Шăмăршăри Олегпа Илья Хлюкинсем 250 пуç сурăх тытаççĕ, тăватă уйăхра 115 пуç путек илнĕ.
Майăн 1-мĕшĕ тĕлне округри хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 1888 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланнă. Январь-апрель уйăхĕсенче ĕнесенчен 353 пуç пăру (иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен _ 49 пуç ытларах) илнĕ.