«Халăх сурать _ кỹлĕ пулать...»

«Халăх сурать _ кỹлĕ пулать...»

Ярăслав ялĕнче пурăнакансем кирек епле ĕçре те пуçарулăхпа, тăрăшулăхпа палăраççĕ. Пĕрлехи ĕç-пуçа хастар хутшăнаççĕ.

Çак кунсенче акă ял-йыш пысăк та пархатарлă ĕçсем туса ирттерчĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Николай Архипов пуçарнипе ярăславсем укçа-тенкĕ пухрĕç, Улатăр епархийĕнчен ирĕк ыйтса, унпа пĕр шухăша килсе кунти Кĕтмен телей ячĕллĕ чиркĕве (настоятелĕ _ Михаил Сидорчук протоиерей) хăтлăх кỹрессине йĕркелерĕç. Ылтăн алăллă çыннăмăрсем _ Владимир Краснов, Петр Краснов, Александр Лукьянов, Петр Лукьянов _ сăваплă çуртăн тулти стенисене профнастилпа тỹлевсĕрех «çĕлерĕç». Çавăн пекех чиркỹ тавра прожекторсем лартса тухрĕç. Халĕ каçхине прожекторсем чиркĕве кăнтăрлахи пекех çутатса тăраççĕ, хуларинчен пĕртте кая мар!

Тепĕр пархатарлă ĕç _ йышпа кỹлĕ чавни. Ăна ял старости Александр Митрофанов, Алексей Петров (хулара пурăнакан ентеш), ял хастарĕ Сергей Урмаев ертсе пычĕç. Ярăслав çумĕпе юхса иртекен Кĕçĕн Хырла шывне пỹлсе, ăна ял масарĕ хыçĕпе иртмелле турĕç. Çавăн пекех ялăн хыçĕнче çĕнĕ кỹлĕ чаврĕç. Паллах, кỹлĕсене çавăрса илнĕ хăвасене кăклама пĕртте çăмăл пулмарĕ. Экскаватор вăйĕпе йывăçсене кăклама, кỹлĕсене тарăнлатма май килчĕ. Икĕ кỹлле те виçшер тĕслĕ пулă лăкки (малек) ячĕç. Шанатпăр, вăхăт иртнĕçемĕн кунта пулă тытса йăпанма та, шывра ишсе киленме те лайăх пулĕ. Паллах, вут-кăвартан сыхланас тĕлĕшпе те кỹлĕсем халăха шанчăк парĕç.

Кăмăллă пулăм: ял хыçĕнчи кỹлĕ патне пымалли çул хĕррипе ешĕл чăрăшсем лартрăмăр. Çак ырă ĕçе Аслă Çĕнтерỹ 80 çул çитнине халалланă Пĕтĕм Раççейри «Астăвăм аллейи» акципе çыхăнтартăмăр. Кĕркунне йывăçсене татах лартма палăртрăмăр.

 Пĕрлехи вăйпа тем те тума пулать. Кăмăл туртăмĕпе ĕçчен алă çеç кирлĕ. Ярăславсен сăваплă ĕçĕ _ ытти ял çыннисемшĕн ырă тĕслĕх! Е.Исметова.

Ярăслав ялĕ.



23 мая 2025
14:59
Поделиться