Ыр кăмăллăх концерчĕ
Пăчăрлă Паш ьел ялĕн тĕп Культура çуртĕнче ыр кăмăллăх концерчĕ пулчĕ. Ăна пирĕн çĕр-шывăмăр фашизмла Германие çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалларĕç. Мероприяти пуçаруçисем _ Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн коллективĕ (директорĕ _ Эльвира Можаева), ялти Культура çурчĕн заведующийĕ Ирина Угарина.
Концерта ялăн вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакан ачасемпе Культура çурчĕ çумĕнчи хĕрарăмсен ансамблĕ лартрĕç. Вĕсем патриотизм туйăмĕпе витерĕннĕ сăвăсемпе, чуна хускатакан юрă-ташăпа Раççей çĕр-шывĕн хăватне, халăхсем хушшинчи туслăхпа пĕрлĕхе куç умне кăларчĕç. Куракансем кашни номерех хапăл туса йышăнчĕç, вырăнти артистсене хыттăн алă çупса тав турĕç.
Билет сутса тата ыр кăмăллăх кассине хывса пухăннă укçа-тенке ятарлă çар операцийĕнче тăракансене пулăшма ячĕç.
Н.Угарина, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.