Ирçе хĕрĕ Агафия е вăрттăн та телейсĕр юрату çинчен

ÇАК историе эпĕ нумай çул каяллах _ Шамккай ялне командировкăна кайсан вăрçăпа ĕç ветеранĕнчен Василий Кузьмин Винайкинран илтнĕччĕ. Ун чух эпĕ ватă çын сăмахне ĕненсех те каймарăм: шỹтлеме юратаканскер, Василий Кузьмич хальхинче те юптармасть-ши? Çапах та вăл каланине _ çынна кỹрентересрен асăрханса _ журналист блокночĕ çине çыркаласа пытăм. Вăхăчĕ çавăн пек пулнине кура, çак истори пирки хаçатра çырса кăларма юраман.

_ Пирĕн ял хĕрĕ _ манăн çывăх тăван Агафия Винайкина _ Югослави Прези- денчĕпе Иосип Броз Титопа туслă пулнă, _ çапла каласа шалтах тĕлĕнтернĕччĕ мана Василий Кузьмич.

Агафия Винайкина Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Ардатов уесне кĕрекен Каласево ятлă ирçе ялĕн каччине (халĕ çак ял Мордва Республикине кĕрет _ авт.) Семен Бирюкова качча тухнă. Телейлĕ çамрăксем пĕрле нумай та пурăнаймаççĕ _ Пĕрремĕш тĕнче вăрçи хускалать. Агафийăн упăшкине фронта илеççĕ. Часах вăл патшашăн тата Раççейшĕн çапăçса паттăрсен вилĕмĕпе вилни çинчен хыпар килет.

Вăрçă хумĕ Ардатов тăрăхне те çитет. Уес хулине тăшманăн тыткăна лекнĕ салтакĕсене илсе килеççĕ, вĕсене пуян хресченсен хуçалăхĕсенче тата çул тунă çĕрте ĕçлеттернĕ.

Хĕр чухнехи чиперлĕхне çухатман, шăпчăк пек илемлĕ юрлакан Агафия тыткăнри пĕр салтака килĕштерсе пăрахать. Ют çĕр-шыв çынни _ Югославире çуралса ỹснĕ Иосип _ кỹршĕри Тургенево ялĕнче шыв арманĕн механикĕнче ĕçленĕ.

Иосиппа Агафия ял-йышран вăрттăн тĕл пулма тытăнаççĕ. Апла пулин те, сас-хура сарăлатех: чипер хĕрарăма кĕвĕçекенсем те тупăнаççĕ, «сутăнчăк» текенсем те пулаççĕ.

Çын сăмахне тỹсеймесĕр, Агафия Иосипран çуралнă пĕчĕк хĕрĕпе пĕр хушă Шамккая килсе пурăнать. Ашшĕпе амăшĕ ятланипе каялла Каласевăнах таврăнать. Кунта вăл Лаврентий ятлă инвалида качча тухать.

Ялта ырă мар калаçнине чăтса тăраймасăр, Лаврентипе Агафия Туркменистана куçса каяççĕ. Лаврентий чукун çул çинче ĕçлет, Агафия _ ылтăн алăллăскер _ туркменсем валли халат тата тỹпеттей çĕлет.

Ирçе хĕрарăмне ют çĕрти пурнăç йăлăхтарса çитерет, вара вăл ачисене çавăтса Ардатов уесне таврăнать. Кунта ăна инкек кĕтсе тăнă: вăйлă пушара пула Каласево ялĕнчи пĕр урам, çав шутра Агафийăн çурт-йĕрĕ те çунса каять.

Часах Лаврентий те яла таврăнать. Çемье вербовка йĕркипе Челябинск облаçне çул тытать. Урал тăрăхĕнче вĕсем çĕр пỹртре пурăннă, завод хваттер пама шантарнине кĕтсе илеймен. Агафия та, ачисем те тăтăшах чирлеме тытăнаççĕ. Вара, тухтăрсем сĕннипе, çемье тăван тăрăха çаврăнса çитет.

1957 çул. Совет Союзĕнче тухса тăракан «Огонек» журналта Югослави Президентĕнчен Иосип Броз Титоран илнĕ интервью пичетленсе тухать. Унта Тито 1916-çулта Ардатово уесĕнчи Каласево ялĕнче çав тери чипер ирçе хĕрарăмĕпе туслă пулни çинчен çырать, çав хĕрарăма хăçан та пулин курасчĕ тесе ĕмĕтленни çинчен пĕлтерет.

Ирçе ялĕнче пурăннă тыткăнри салтак кайран Югослави çĕр-шывĕн Президенчĕ пулса тăни пуриншĕн те уяр çанталăкра аçа çапнă пекех пулнă.

Мордва АССРĕн ертỹçисем пăшăрханса ỹкеççĕ: çав тери пысăк çыннăн кăмăлне епле тивĕçтермелле-ха? Вара пикенсех Агафийăна шырама тытăнаççĕ. Тупаççĕ, ăна тĕл пулăва хатĕрленме хушаççĕ.

Малтанах Агафия хăйĕн юратăвĕпе тĕл пулма хирĕçлемен, анчах кайран шухăшне улăштарнă.

_ Курасси килет пулсан, хăй пирĕн патăмăра килтĕр, _ тенĕ вăл «Огонек» журнал корреспондентне.

1969-çулта Агафия Сарайкинăна (иккĕмĕш упăшкин хушамачĕ _ авт.) васкавлăн ял Советне телефонпа калаçма чĕнеççĕ. Унпа Югослави посольствин сотрудникĕ калаçнă, Агафийăна Иосип Титопа тĕл пулмашкăн Мускава килме ыйтнă.

Агафия тĕп хулана пĕччен тухса кайма шикленнĕ, Александра ятлă хĕрĕ амăшĕпе пĕрле пыма килĕшмен. Çапла вара Агафия юратнă çыннипе курса калаçайман.

Тито 80 çул тултарнине чаплăн уявлама хатĕрленнĕ май, Совет Союзне Югославирен кинематографистсем килнĕ, вĕсем хăйсен Президенчĕн Ардатово тăрăхĕнчи пурнăçĕ çинчен документлă фильм ỹкересшĕн пулнă. Вырăнти пуçлăхсем Агафийăна лайăх тумланса хатĕрленсе тăма хушнă.

Шел те, çурхи шыв вăйлă сарăлнипе ют çĕр-шыв журналисчĕсем Улатăр юханшывĕ урлă каçайман, Каласево ялне инçетрен ỹкерсе илнипех çырлахнă. Çĕнĕ кĕпепе кофта тăхăннă, пурçăн тутăр çыхнă Агафия, хаклă хăнасене кĕтсе илеймесĕр, хăйĕн килĕнче куççуль юхтарнă... Агафия Сарайкина 1992-çулхи мартăн 12-мĕшĕнче _ 96 çула çитсе _ çĕре кĕнĕ. Ăна пытарма Шамккай ялĕнче çуралнă, халĕ урăх çĕрте пурăнакан тăванĕсем те кайнă.

Агафия Сарайкинăн телейсĕр юратăвĕ çинчен Ардатовăри таврапĕлỹçĕ Валерий Дубинкин аса илỹ çырса хăварнă, çак интереслĕ документ Мордва Республикин патшалăх истори архивĕнче упранать

Ив.САЛАНДАЕВ. (Статья çырнă чух автор Мордва Республикин патшалăх истори архивĕнче материалсемпе усă курнă).



23 мая 2025
14:23
Поделиться