Июнĕн 12-мĕшĕнче _ Акатуй
ЙĂЛАНА кĕнĕ ĕçпе юрă тата спорт уявĕ _ Акатуй-сабантуй _ кăçал июнĕн 12-мĕшĕнче, кĕçнерникун, Шăмăршă ипподромĕнче иртет.
Кăçалхи Акатуя Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине, Раççейри Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин çулталăкĕпе Чăваш Республикинчи Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне халаллаççĕ.
Майăн 20-мĕшĕнче округ администрацийĕнче Акатуй-сабантуй ирттерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ оргкомитет ларăвĕ иртнĕ, ăна оргкомитет председателĕ, округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин ертсе пынă.
А.ПЕТРОВА.