Çĕкленчĕ ялта часовня

ПАТИРЕК ялĕнче _ Николай Авксентьев староста ертсе пынипе _ икĕ уйăх хушшинче йывăçран илемлĕ часовня туса лартрĕç. Майăн 22-мĕшĕнче тĕн çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçнă.

_ Часовня яла илем кỹрет çеç мар _ Христос тĕнне ĕненекенсем Турра кĕл тунипе чунсене тасатма та пулă- шĕ, _ тет Николай Авксентьев. _ Çак илемлĕ çурта çĕклеме пулăшнă кашни çыннах чĕререн тав тăватăп.



23 мая 2025
13:55
Поделиться