Космонавтика музейĕ ĕçлемест
ШУРШĂЛТИ Космонавтика музейĕ виçĕ эрне ытла ĕнтĕ ĕçлемест. Экспозицие кỹршĕри Чăвашпотребсоюз çуртне куçараççĕ. Куçарса пĕтерсен мемориал комплексĕ ĕçлеме пуçлĕ, туристсене йышăнĕ. Ку ĕç реконструкципе çыхăннă. Хальхи вăхăтра территорие демонтажа тата строительство ĕçĕсем валли хатĕрлеççĕ. Планпа килĕшỹллĕн, реконструкци 2027-çул тĕлне вĕçленĕ. Кун хыççăн вăл музей мар, планетариллĕ тата обсерваториллĕ вĕренỹпе музей комплексĕ пулĕ.
Е.ЖОЛОБОВА.