«Мана çумăр та, юр та хăратмасть...»

Гелия Хамдеева волонтер (Шăмăршă ялĕ), шалкăм çумăра пăхмасăр, Чăваш Ен аталанăвĕн «Пĕрле» фондне гуманитари япалисене леçсе пачĕ.

Тулли кăмăлпа пĕрле пухнă япаласене кăтартрĕ. Вĕсем: 165 футболка, шăлавар айĕнчен тăхăнмалли 10 йĕм (подштанник), гигиена хатĕрĕсем, 10 маскировка сетки. Çак япаласене волонтер хăй ертсе пыракан _ «Хĕрсем _ çăлтăрсем», Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» тата «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн» пуçару ушкăнĕсем хатĕрленĕ-туяннă.

Тулли тиевпе, тулли кăмăлпа Шупашкара _ инçе çула _ тухрĕ Гелия Керимулловна. Тĕллев пĕрре _ гуманитари пулăшăвне салтаксем патне хăвăртрах çитересси. СВО пуçланнăранпа Г.Хамдеева 24-мĕш (!) хут япала пухса-туянса фронта тата госпитале ăсатма хăй тỹпине хыврĕ.

З.Свеклова.



23 мая 2025
14:45
Поделиться