Олег Николаев ачасен çуллахи канăвне илемлĕ те хăрушлăхсăр йĕркелеме хушнă

МАЙĂН 20-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе Чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăхне сирес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртнĕ. Унта ачасен çуллахи канăвне тивĕçлипе йĕркелес ыйтăва пăхса тухнă.
«Сывлăха çирĕплетмелли кампани пуçланиччен вăхăт питĕ сахал юлчĕ пулин те, пирĕн хамăр ачасен çуллахи канăвне илемлĕ те хăрушлăхсăр йĕркелес тĕлĕшпе хатĕрленỹ мероприятийĕсене вĕçлеме тăрăшмалла», _ тенĕ Олег Николаев.
Çуллахи сывлăх кампанийĕ майăн 25-мĕшĕнче старт илет. Хула тулашĕнчи 15 лагерь 63 смена йĕркелесе 15 пин ытла ачана йышăнĕ. Çавăн пекех кăнтăрлахи 10 лагерьпе шкул çумĕнчи 300 лагерь те ачасене хапăл тусах кĕтеççĕ. Йывăртарах лару-тăрура пурăнакан çемьесенчи 3 пин ытла ача социаллă тивĕçтерỹ организацийĕсем вĕренỹ организацийĕсемпе тунă договор тăрăх сывлăха çирĕплетĕç.
Лагерьсене автоматла пушар сигнализацийĕпе, вут-кăвара çийĕнчех сỹнтермелли хатĕрпе тивĕçтернĕ, пищеблоксене тĕплĕн тĕрĕслесе тухаççĕ. Апат-çимĕç пахалăхне лабораторире çирĕп контрольлесе тăрĕç. Чăваш Республикин Сывлăх министерствин диспетчерĕсемпе врачĕсем талăкĕпех дежурство йĕркелени те лагерьти кĕтмен лару-тăрăва çийĕнчех сирсе яма пулăшĕ.
Е.ЖОЛОБОВА.