Палтиел шкулĕн ачисем _ чи лайăххисен шутĕнче
ÇАК КУНСЕНЧЕ Чăваш Республикинчи МЧС службин ятарлă пушарпа çăлав чаçĕнче çамрăк пушарнăйсен XXXII слечĕ иртнĕ, унта Шăмăршă муниципалитет округĕн чысне Палтиел вăтам шкулĕн команди (наставникĕ _ В.С.Филиппов) хỹтĕленĕ.
Палтиелсем «Чăрмавсене çĕнтермелли дистанци. Пушар эстафети» тата «Минотавр шăтăкĕ (логово)» номинацисенче виççĕмĕш вырăн йышăннă.