Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче _ виççĕмĕш вырăн
«Аслă Çĕнтерỹшĕн» ятпа иртнĕ Пĕтĕм Раççей конкурсĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Конкурса хутшăнакансен çарпа патриотизм темипе чăвашла çырнă хăйлавсене илемлĕ вуламалла пулнă.
Конкурса 5 çултан пуçласа 88 çула çитичченхи 500-е яхăн çын хутшăннă.
«Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин паттăрĕсемпе ятарлă çар операцине хутшăнакансем çинчен çырнă сăвва чи лайăх вулакан» номинацире Анат Чаткас хĕр ачи Дарина Воробьева виççĕмĕш вырăн йышăннă. Дарина «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат журналисчĕ Иван Михайлович Саландаев çырнă «Салтак килнĕ отпуска» сăвва чун хавалĕпе вуласа çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Конкурс çĕнтерỹçисене майăн 27-мĕшĕнче Шупашкарта _ Чăваш Республикин Наци библиотекинче _ чаплă лару-тăрура чыслĕç.