Пурнăçа юратма вĕрентнĕ

ПИРĔН ăру кĕнеке вуласа ỹснĕ. Кĕнекесенчи сăнарсем пирĕн чун çумми пек пулнă, вĕсемпе пĕрле куляннă, пăшăрханнă, вĕсен пурнăçри ăнăçăвĕсемшĕн савăннă, хамăр пурнăçа çавнашкал ăнтарма, çитĕнỹллĕ тума хавхаланнă. Тепĕр чухне атте-анне вĕрентсе калани те кирлĕ пулман, кĕнеке вуласах ăнланнă: мĕн ырри, мĕн усалли, çапла тума юрать-и, юрамасть-и, мĕнре пурнăç илемĕ, çынна хакласси-уясси... Чылай-чылай япала _ кĕнекерен.
Эпир _ Виçпỹрт Шăмăршă ачисем _ хамăр ялта çуралса ỹснĕ Владимир Бараев-Сĕрккепе Илпек Микулайĕн кĕнекисене алран ямасăр, çĕтĕлсе кайичченех вуланă. Илпек Микулайĕ манăн аттен çывăх юлташĕ пулнăран пулĕ, вăл çырнă кашни хайлавах тупса вулама тăрăшнă.
«Хура çăкăр» романри çак йĕркесем пуçăма нихçан манăçми кĕрсе вырнаçнă: «Чăваш çынни хăй ачи-пăчине мĕн çамрăкранах ĕçе вĕрентет. Асли улт-çичче çитсен, ĕç çи вăхăтĕнче ăна ашшĕ-амăш кĕçĕннисене пăхма киле хăварать. Саккăрти ача алла çурла тытса вырма тытăнать, хĕр ачапча пански çыхать, арçын ача çăпата тума вĕренет. Вун пиллĕке çитсен çамрăксен хуçалăхра пĕлмен ĕç те çук. Кам ĕçрен хăрамасть, тар тăкать те шỹт тăвать _ ял çинче ун ячĕ хисепре».
1915-çулхи майăн 19-мĕшĕнче Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çут тĕнчене килнĕ писателĕн чăн хушамачĕ «Ильбеков» пулнă. Илпек сăмах вара «тулăх», «ытлă- çитлĕ», «пуян», «пулăхлă» тенине пĕлтерет. Тăван чĕлхемĕр, чăннипех те, мĕн тери илпек те селĕм, ытарлă та пуян пулнине вара Илпек Микулайĕ çырнисенче, уйрăмах «Хура çăкăр» романа вуланă май, яр уççăн туйса илетĕн.
Нумаях пулмасть кăна-ха, эпĕ Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн архивĕнче Илпек Микулайĕн тулли автобиографине шыраса тупрăм, писатель çинчен хам унччен пĕлменнине халĕ ытларах пĕлтĕм. Паян хăшĕ-пĕри Илпек Микулайĕн палăкне мĕншĕн тăван ялĕнче мар, Шăмăршă вăтам шкулĕн картишĕнче лартнинчен тĕлĕнет. Кунта вĕреннĕ-ши вара вăл?
Автобиографи çакна çирĕплетет: Илпек Шăмăршăри колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче (ШКМ) чăнласах та вĕреннĕ, кунта пĕлỹ илнĕ чухне вăл хăйĕн чи пирвайхи сăввисемпе калавĕсене çырнă, пĕчĕк пьесăсем те хайланă. Патăрьелĕнчи педтехникумра вара паллă чăваш поэчĕпе Митта Ваçлейĕпе туслашать, Митта ăна сăвă çырмалли правилăсене вĕрентет. Илпекĕн пĕрремĕш сăвви республикăри «Чăваш коммуни» хаçатра 1933-çулхи октябрь уйăхĕнче пичетленсе тухать.
Патăрьелĕнчи педтехникум хыççăн Николай Филиппович Васан шкулĕнче учительте ĕçленĕ, унтан ăна Шăмăршă районĕнчи халăха вĕрентес ĕç пайне ертсе пыма шанаççĕ. Аслă пĕлỹ илес ĕмĕтне пурнăçласа, Илпек Чăваш педагогика институтĕнчен вĕренсе тухать. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан _ 1941-çулхи августăн 13-мĕшĕнче _ Илпек фронта тухса каять. Унта вăл дивизи хаçачĕн редакторĕ пулнă.
Вăрçăра паттăрлăхшăн Николай Ильбеков майора Аттелĕх вăрçин II-степень орденĕпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата медальсемпе чысланă.
Çартан таврăнсан Николай Филиппович Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ тата çыравçăсен пĕрлешĕвĕн секретарĕ пулнă. Илпек Микулайĕн 20-е яхăн кĕнеки пичетленсе тухнă. Писатель чăвашла Гоголь, Горький, Чехов, Франко, Вазов çырнисене куçарса пичетленĕ. Унăн «Хура çăкăр» романне вырăс, болгар тата ытти чĕлхене куçарса пичетленĕ. Мирлĕ ĕçри паттăрлăхне хисепе хурса, Илпек Микулайне Тăван çĕр-шыв Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă. 1970-çулта вăл «Чăваш АССРĕн халăх писателĕ» ята тивĕçнĕ.
...Илпек Микулайĕ çуралнă кил Виçпỹрт Шăмăршăра тахçанах çук ĕнтĕ. Ун вырăнĕнче урăх çемье йывăç пỹрт лартнă. Никам та пурăнманран вăл та пулин юхăнать. Çурт умĕнче вара Асăну хăми тăратнă.
«Хура çăкăрти» сăнарсем Виçпỹрт Шăмăршă çыннисем-ши?» _ çак ыйтăва эпĕ тахçан аттене панăччĕ. Çакна пĕлтĕм: автор вĕсен ячĕсемпе, чăнах та, усă курнă, анчах хăшĕ-пĕрин пурнăçĕ романрипе пĕр килмест иккен. Акă Шерккее эпир пуян çынсен ретне тăнине куратпăр. Анчах вăл чăн пурнăçра нимĕнле мул та тупман. Халăхра: «Шерккей тăратайкки» текен сăмах çаврăнăшĕ паян та çỹрет. Роман тăрăх хатĕрленĕ пьесăна Чăваш патшалăх академи драма театрĕ лартнă. Валерий Яковлев режиссер Виçпỹрт Шăмăрша килсе ĕлĕкхи çи-пуçа пуçтарса çỹренĕ. Хăйĕн аслашшĕн кĕрĕкне _ Шерккей рольне вылякан, Сайте сăнарне калăплаканни вара амăшĕн тумне тăхăнса сцена çине тухнă. Тĕлĕнмелле ăслă, тĕлĕнмелле талантлă, литературăн пĕтĕм жанрĕпе çырма пултарнă çын пулнă Илпек Микулайĕ. Кăмăлĕ те çав тери илпек пулнине аса илетпĕр. Çамрăксене питĕ хисепленĕ, вĕсен пултарулăхне сăнаса тăнă, кирлĕ чухне вĕрентнĕ, юратса «шăллăм» тесе чĕннĕ. Халăх юратакан писатель 1981-çулхи майăн 12-мĕшĕнче вилнĕ.
...ПАЛЛАХ, кашни вăхăтăн _ хăйĕн самани, кашни саманан _ хăйĕн литератури, çыравçисем. «Шыв юхать те, чул юлать», _ юрлать чăваш. Чун пирки те çаплах каламалла пуль. Саманисем темле пулсан та, темле кăткăс лару-тăру сиксе тухсан та, чун чунах юлать. Çавăнпа та пĕр çыравçă та манăçа ан тухтăр, айккинче ан юлтăр. Паянхи çамрăксем пысăк литературăна Илпек Микулайĕпе унăн юлташĕсем уçнă-такăрлатнă çулпа утса кĕнине куратăп та, чун савăнать.
Анатолий УХТИЯРОВ.