Салтак амăшне _ Тав çырăвĕ

Пирĕн округ çамрăкĕн _ СВОра тăракан Алексей Малеевăн _ фронтри кĕрешĕвне çар командованийĕ пысăка хуни куç кĕрет. Алексейăн амăшĕ Людмила Георгиевна патне çак кунсенче Тав çырăвĕ килнĕ. Çырура Людмила Малеевăна ывăлне патриотизмла воспитани панăшăн чĕререн тав тунă, унăн çемйине çирĕп сывлăхпа телей, ăнăçупа ырлăх суннă. «Сирĕн ывăлăр Алексей Васильевич Малеев _ ĕçе вăхăтра тăвакан, дисциплинăллă, таса чунлă тата йĕркелĕхпе палăракан çар служащийĕ. Вăл професси пĕлĕвĕпе хăнăхăвне çине тăрсах алла илет», _ палăртнă унта.

Ятарлă çар операцийĕнчен килнĕ Тав çырăвĕ ентешĕмĕрĕн хăюлăхĕпе паттăрлăхне çирĕплетет. Алексей Малеев _ пирĕн чысăмăр та мăнаçлăхăмăр!

З.Свеклова.



23 мая 2025
14:44
Поделиться