Салтака каяççĕ каччăсем
ИРТНĔ эрнере Карапай Шăмăршă Культура çуртĕнче чаплă лару-тăрура ялти маттур йĕкĕте Никита Степанова Раççей çарне действительнăй службăна ăсатрĕç. Шкул директорĕ, округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Ермолаев тата Алина Алексеева культура ĕçченĕ пехил сăмахĕ тухса каларĕç. Юлташĕсемпе ял-йыш Никитăна лайăх салтак пулма, Тăван çĕр-шыва шанчăклăн хỹтĕлеме ырă сунчĕç.