Сеялкăсем хирпе сыв пуллашаççĕ

МАЙĂН 22-мĕшĕ тĕлне округри фермерсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем çур акине вĕçленĕпе пĕрех: хальлĕхе техника кĕреймен йĕпе лаптăксем çеç акăнмасăр юлнă. Сăнарлă каласан: сеялкăсем хирпе сыв пуллашаççĕ, хуçалăхсенче акара мала тухнисене палăртаççĕ.

Округ администрацийĕн ял хуçалăх секторĕн тата «Россельхозцентр» ФГБУн Патăрьелĕнчи филиалĕн специалисчĕсем хуçалăхсенче пулса шăтса тухнă калчана тĕрĕслеççĕ. Ăçта та пулин шăйрăк вырăн юлман-и, кĕр тыррине минерал удобренийĕпе апатлантарнă-и, ỹсен-тăрана чир-чĕрпе хурт-кăпшанкăран хỹтĕлеме хатĕр-и _ çакна специалистсем тĕп тимлĕхре тытаççĕ. Тăпрара нỹрĕк çителĕклĕ, калчана ỹссе аталанма халĕ ăшă çеç кирлĕ.

 Пĕр вăхăтрах хуçалăхсенче нумай çул ỹсекен курăка пĕрремĕш хут çулма хатĕрленеççĕ.

С.ИВАНОВ.



23 мая 2025
14:56
Поделиться