Ăшшăн саламлатпăр
Вĕренỹ сферинче нумай çул хушши таса чунпа ĕçленĕшĕн, общество ĕçне хастар хутшăннăшăн тата 60 çул тултарнă май Чăваш Республикин Шăмăршă муниципалитет округне кĕрекен «Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул» муниципаллă бюджет вĕренỹ учрежденийĕн вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенне Вера Александровна Бельцовăна, пуçламăш классен вĕрентекенне Надежда Викторовна Купташкинăна ЧР Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.