«Туслăха çирĕплетсех пыни икĕ еншĕн те усăллă»
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев маларах Узбекистанра ĕçлĕ çул çỹревпе пулни çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Май уйăхĕн 17-мĕшĕнче вара Узбекистанри Бухара облаçĕнчи инвестицисен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Улугбег Хамраев Чăваш Ене килнĕ. Çак çул çỹрев Пĕтĕм тĕнчери 16-мĕш экономика форумĕнче пуçарнă ĕçе малалла тăснипе çыхăннă.
Аякри хăнасем Чăваш патшалăх аграри университетне, Чăваш Енри промышленность предприятийĕсене çитсе курнă. Уйрăммăн илсен, «Текстильмашра», «Промлит» тата «Промтрактор» предприятисенче пулнă, «Çĕр улмине _ мухтав» агрофирма ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, Чăваш Енри Узбек культура центрĕн председателĕпе Абдулвали Ергашевпа курса калаçнă.
«Пирĕн регионсем ял хуçалăхĕ, промышленность тата туризм енĕпе çитĕнỹсем тăваççĕ, _ тенĕ Узбекистанри хăнасемпе тĕл пулнă чух Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. _ Чăваш Ен севок сухан туса илес енĕпе малтисен йышĕнче. Раççейри севокăн 70 процентне Чăваш Республикинче çитĕнтереççĕ. Аякри Узбекистанран килнĕ ĕçтешсем валли анлă программа хатĕрлерĕмĕр. Çакă вĕсене пирĕн ĕç-хĕлпе туллин паллашма, тỹрĕ çыхăнусем йĕркелеме май парĕ».
Çакна палăртмалла: кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче республикăран ăсатакан экспорт, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 1,7 хут ỹснĕ, 664 миллион долларпа танлашнă. Бухара Чăваш Республикине пир-авăр продукцийĕпе, пахча çимĕçпе, улма-çырлапа тивĕçтерме палăртать. Узбекистан Чăваш Енрен машиностроени тата электротехника тытăмĕнчи продукцие туянма хатĕр. Çавăн пекех ял хуçалăхĕ, туризм тата вĕрентỹ енĕпе çыхăну тытасшăн.
А.АЛЕКСАНДРОВА.