Улатăртан _ ылтăн медальпе

ÇАК эрнере Улатăрта бассейнри шывра ишсе мала тухас тĕлĕшпе республика турнирĕ иртнĕ, ăмăртăва Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине халалланă.

Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн команди ăмăртура çĕнĕ çитĕнỹпе савăнтарнă.

Пирĕн Рушания Хамдеева, Ольга Кузьмина, Софья Тихонова _ ылтăн тата кĕмĕл, Стас Бибуков _ ылтăн, Ульяна Якушова _ ылтăн тата бронза, Ангелина Макарова, Дарья Тимофеева, Полина Быкова бронза медале тивĕçнĕ.

Хутăш эстафетăра тата хутăш комбинированнăй эстафетăра «Туслăх» команди иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çак çитĕнỹре Василий Бондареев тренерăн тỹпи те пысăк.

В.АНТОНОВ.



23 мая 2025
15:01
Поделиться