Умра _ экзаменсем

Раççей Федерацийĕн Вĕренỹ министерстви тата РФ Вĕренỹ надзорĕ çирĕплетнĕ тăрăх, 2025- çулта 9-класран вĕренсе тухакансен Патшалăхăн тĕп экзаменĕсен (ОГЭ) тата 11-класс вĕренсе пĕтерекенсен Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен (ЕГЭ) расписанийĕсене палăртнă.

Тăххăрмĕшсен экзамен расписанийĕ: майăн 21-мĕшĕ (юнкун) _ ют чĕлхесем (акăлчан, испан, нимĕç, француз); майăн 22-мĕшĕ (кĕçнерникун) _ ют чĕлхесем (акăлчан, испан, нимĕç, француз); майăн 26-мĕшĕ (тунтикун) _ биологи, информатика, обществознани, хими; майăн 29-мĕшĕ _ географи, истори, физика, хими; июнĕн 3-мĕшĕ _ (ытларикун) _ математика; июнĕн 6-мĕшĕ (эрнекун) _ географи, информатика, обществознани; июнĕн 9-мĕшĕ (тунтикун) _ вырăс чĕлхи; июнĕн 16-мĕшĕ (тунтикун) _ биологи, информатика, литература, физика.

Резерв кунĕсем: июнĕн 26-мĕшĕ (кĕçнерникун) _ вырăс чĕлхи; июнĕн 27-мĕшĕ (эрнекун) _ пĕтĕм предмет (вырăс чĕлхипе математикăсăр пуçне); июнĕн 28-мĕшĕ (шăматкун) _ пĕтĕм предмет (вырăс чĕлхипе математикăсăр пуçне); июнĕн 30-мĕшĕ (тунтикун) _ математика; июлĕн 1-мĕшĕ (ытларикун) _ пĕтĕм предмет; июлĕн 2-мĕшĕ (юнкун) _ пĕтĕм предмет.

Вунпĕрмĕшсен экзамен расписанийĕ: майăн 23-мĕшĕ (эрнекун) _ истори, литература, хими; майăн 26- е 27-мĕшĕ (тунтикун е ытларикун) _ математика (база шайĕ), математика (профиль шайĕ); майăн 29- е 30-мĕшĕ (кĕçнерникун е эрнекун) _ вырăс чĕлхи; июнĕн 2-мĕшĕ (тунтикун) _ обществознани, физика; июнĕн 5-мĕшĕ (кĕçнерникун) _ биологи, географи, ют чĕлхе (акăлчан, испан, китай, нимĕç, француз) _ çырса; июнĕн 10- тата 11-мĕшĕсем (ытларикун, юнкун) _ ют чĕлхе (акăлчан, испан, китай, нимĕç, француз) _ сăмах вĕççĕн, информатика;

Резерв кунĕсем: июнĕн 16-мĕшĕ (тунтикун) _ географи, литература, обществознани, физика; июнĕн 17-мĕшĕ (ытларикун) _ вырăс чĕлхи; июнĕн 18-мĕшĕ (юнкун) _ ют чĕлхе (акăлчан, испан, китай, нимĕç, француз) _ сăмах вĕççĕн, истори, хими; июнĕн 19-мĕшĕ (кĕçнерникун) _ биологи, ют чĕлхе (акăлчан, испан, китай, нимĕç, француз) _ çырса, информатика; июнĕн 20-мĕшĕ (эрнекун) _ математика (база шайĕ), математика (профиль шайĕ); июнĕн 23-мĕшĕ (тунтикун) _ пĕтĕм предмет.



23 мая 2025
13:54
Поделиться