Ветерансем _ Баскак тăрăхĕнче

ÇУРКУННЕ _ çут çанталăкăн чи илемлĕ вăхăтĕнчен пĕри. Килте ларас та килмест: чун ирĕке, асамлă илемлĕхе туртăнать.

Шăмăршă вăтам шкулĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем те иртнĕ эрнере «Чăваш вăрманĕ» Наци паркне шăпчăк юррине итлеме каяс терĕç. Баскак тăрăхĕ вĕсене кайăксен «концерчĕпе» кĕтсе илчĕ. Ветерансем экологи сукмакĕпе утса çут çанталăк илемĕпе савăнчĕç çеç мар, нумай çул сывлăхпа пурăнмашкăн вăрман вăй- хăвачĕпе пуянланчĕç.



23 мая 2025
13:55
Поделиться