Çветтуй Николая пуç таяççĕ

Майăн 22-мĕшĕ _ Микула кунĕ. Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн çак уяв уйрăмах çывăх. Çул çỹрекенсем, çар çыннисем, шывра ишекенсем, çĕр ĕçченĕсем, ачасем, тивĕçсĕр элеке тỹснисем тата айăпланнисем _ Микула хỹтлĕхĕнче. Чир-чĕртен сывалас, ĕçе вырнаçас, лайăх вĕренес, çемьере килĕшỹре пурăнас, тĕрĕс çул çине тăрас тĕллевлисем Çветтуй Николайран пулăшу ыйтаççĕ.

Кам-ха вăл _ Микула. Вăл _ Халăх хисеплекен Тĕлĕнтермĕш ĕçсем тăвакан Çветтуй Николай (Николай Чудотворец, Николай Угодник). Çак Çветтуй пурнăçĕ Кĕçĕн Азири Миро хулинче иртнĕ, ăна кунтах пытарнă (345-çул тĕлнелле). Çветтуй Николай вилсен 7 ĕмĕртен хулана мусульмансем тапăннă, аркатнă. Микулан çĕрмен ỹтне сыхласа хăварас тесе, Кăнтăр Италири Бари хулин çыннисем ăна ятарласа тунă храма вырнаçтарнă (1087ç.). Тĕлĕнтермĕш ĕçсем тăвакан Çветтуй Николайăн çĕрмен ỹчĕ халĕ те Бари хулинчех упранать, ырă шăршăллă тата усăллă миро кăларать. Ун патĕнче тĕнчери тĕрлĕ кĕтесрен христианство тĕнне тытса пыракансем пуçтарăнаççĕ.

Пурте çапла ăнлантараççĕ: Çветтуй Николай сăнĕ çине пăхсан кирек кам та чунĕпе çирĕпленет, хуйхă-суйхăра лăпланать; ун çине пăхса илниех чуна лăпкăлăх кỹрет, вăл пире йывăрлăхра пăрахманнине туйса илетĕн.

Турă пилĕпе _ Георгий Хитров, Палтиелĕнчи Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹ протоиерейĕ.



23 мая 2025
14:56
Поделиться