Вĕлтрен пуснă вил тăприсем
ÇАК çемьене эпĕ питĕ лайăх пĕлеттĕм. Ашшĕ- пе амăшĕ çав тери ĕçченччĕ, мĕн ватăличченех халăхпа пĕрле пулнă. Килти хуçалăхĕ те тирпейлĕччĕ. Пахчи çумĕпе иртсе пынă чух ытарайма- сăр пăхаттăмăр: мĕн акни-лартни тухăçлă çитĕнетчĕ, пĕр çум курăк та курма çукчĕ. Хитре чечек валли те вырăн тупатчĕç, хăйсен тĕсĕпе вĕсем куçа илĕртетчĕç.
Вăрăм пурнăç çулĕн те хăçан та пулин вĕçĕ пулатех çав. Йывăр чирлесе кил хуçи çĕре кĕрсен нумай та вăхăт иртмерĕ _ старикĕ хыççăн ĕмĕре пĕрле ĕмĕрленĕ карчăкĕ те пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Çурт пушанса юлчĕ. Виçĕ ачаран пĕри те тĕп киле килсе пурăнас темерĕ.
Пурте _ çемьеллĕ, таçта аякра мар _ Шупашкарта тĕпленнĕ. Çулталăкра пĕрре те пулин яла килсе курăнмаççĕ.
Масар çинче канăç тупнă ашшĕпе амăшĕн вил тăприйĕсене вĕлтрен пусса илнĕ. Иртнинче _ çывăх тăвансен хĕресĕсене сăрлама кайсан _ чун чăтманнипе çав вил тăприсене те тирпейлерĕм.
_ Йывăç хĕрессем çĕрĕшсе часах йăванаççĕ ĕнтĕ, тимĕртен хатĕрлесе е чул палăк лартмалла, _ терĕ çывăхри вил тăпри патĕнче йĕрке тăвакан ватăрах хĕрарăм.
_ Телефон номерĕсене те пĕлтермеççĕ вĕт, _ тарăхсах сăмахларĕ вăл. _ Ял çыннисем хăнана пырасран хăраççĕ-ши? Пушă çурчĕ юхăнсах пырать, пахчи вĕтлĕх вăрмана çаврăнчĕ. Эх, шăршлă пушăпа çаптармалла та çав ăссăр ачасене, çаптаракан çук!
Вĕлтренпе ытти хыт-хура пуснă вил тăприсем масар çинче тата та пур. Вĕсене те тирпейлекен çук: çитĕннĕ ачи-пăчи тĕнче тăрăх саланнă та, хăйсене çуратса ỹстернĕ ашшĕпе амăшне аса та илмеççĕ пулмалла. Вилнĕ вĕт вĕсем, халĕ ачисене укçа-тенкĕпе те, килти хуçалăхра туса илнĕ апат-çимĕçпе те пулăшаймĕç.Эппин, атте-аннене манса кайсан та юрать. Кивелсе çĕрĕшме пуçланă çурт-йĕре сутас тесен те, никам та туянмĕ, лартăрах ĕнтĕ ишĕлсе аниччен...
...Шупашкара кайсан хамăр ял çыннине тĕл пулни асăма килчĕ. Тахçантанпах хулара пурăнать вăл, ачисем те пысăкланнă ĕнтĕ.
_ Çимĕк ратиттĕлĕнче яла пыратăр пулĕ? _ интересленсе ыйтрăм эпĕ.
_ Çук, арăм кайса çỹресшĕн мар, _ хуравларĕ пĕлĕшĕм. _ Мăшăр Шупашкар çывăхĕнчен те, вĕсен ялĕнчи масар çине асăнма каятпăр.
_ Ялти масарта аçупа аннỹ, аслаçупа асаннỹ, кукаçупа кукамаю выртаççĕ вĕт-ха...
Хула çынни ман сăмаха илтмен пек пулчĕ. Çук уншăн тăван ял, çывăх тăванĕсем те манăçа тухнă. Ачисем те амăшĕн тăванĕсене çеç паллаççĕ, аслашшĕпе асламăшĕн вил тăприйĕсем çинчи çĕрĕшсе хуçăлса аннă хĕрессене те никам та çĕннипе улăштармĕ...
Ив.САЛАНДАЕВ.