Воинпа _ тĕл пулу

Васан ял территори уйрăмĕнче ятарлă çар операцийĕн участникĕпе тĕл пулу иртрĕ. Ентеше ял территори уйрăмĕн начальникĕ Ленар Залалтдинов фронтри хăюлăхпа паттăрлăхшăн тав турĕ, нацистсене çĕнтерме ырлăх-сывлăх, чун çирĕплĕхĕ сунчĕ.
_ Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесси _ чи кирлĕ те чи кăткăс ĕç, _ палăртрĕ ертỹçĕ. _ Çав хушăрах вăл _ сăваплă та пархатарлă. Отпуска килнĕ СВО участникĕ фронтри лару-тăрупа паллаштарчĕ, тыл пулăшăвĕ питĕ вырăнлине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех вăл пĕр тăван Эдуардпа Владислав Ларшниковсене гуманитари пулăшăвĕ парса тăнăшăн уйрăм юсав батальонĕн командирĕ ятĕнчен Тав çырăвĕпе чысларĕ.
_ Пире Çĕнтерỹпе кĕтĕр! – тесе сыв пуллашрĕ салтак.
О.Егорова, Васан ял территори уйрăмĕн тĕп специалист-эксперчĕ.